04 апреля 2012 г.
АХĂР САМАНА тапхăрĕнче пирĕн районта ĕçлесе тăракан чылай чиркĕве çĕмĕрнĕ, аркатнă... Çĕнĕ Ахпÿртри çветтуй Николай ячĕллĕ кĕлĕ çурчĕн шăпи те çавнашкал. Ăна Аслă вăрçă пуçланичченех хупнă. 1991 çулта кунта Турра ĕненекенсен хастарлăхĕпе пĕр кивĕ çурта тирпейлесе чун канăçне тупмалли кĕтес уçрĕç. Вăхăтлăх тенĕ чиркĕве халăх çирĕм çул ытла пиртен уйрăлса кайнисене асăнма, сыввисемшĕн кĕл тума çÿрерĕ. Халĕ вара Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава пиллĕхĕпе прихут канашĕ çветтуй Николай ячĕллĕ çĕнĕ чиркÿ çуртне тума пикенет. Унăн председателĕ Иван Калмыков пĕлтернĕ тăрăх, ку тĕлĕшпе “пăр тапраннă” ĕнтĕ, кирлĕ хутсене туса пĕтернĕ. Малашне халăх кар тăрса нимене хутшăнни кирлĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)