Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂМĂЛ-СИПЕТ çЕМЬЕРЕ НИКĕСЛЕНЕТ

17 марта 2012 г.

Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ывăл-хĕрне ытти тантăшĕсем пекех ăслă-тăнлă тăвасшăн. Çул çитсен шкула ярать. Ачасене унта учительсем наука никĕсĕсемпе паллаштараççĕ. Анчах кăмăл-сипет тĕлĕшпе, ăшă та ырă чунлă, мал ĕмĕтлĕ, сăпайлă, ĕçчен пулма вĕрентесси, аслисене хисепе хума хăнăхтарасси чăн малтан кил-йышра чăмăртанса вăй илет-çке-ха. Унпа çителĕклĕ ĕçлеетпĕр-и-ха эпир;

– Шкула çÿрекен ача вĕренÿре ăнăçлă ĕлкĕрсе пытăр, тивĕçлĕ воспитани илтĕр тесен килте кирлĕ пек лару-тăру туса хумалла. Шăв-шавсăр, эрех-сăрасăр, хирĕçÿсĕр пурăнакан çемьери лăпкă пурнăç вĕт-шакăра хăйсене кирлĕ пек тыткалама, кăмăл çи-рĕплĕхне упраса хăварма пулăшаççĕ, – тенĕччĕ пĕринче Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта учительницăра нумай çул ĕçленĕ О. Волкова пенсионерка.

Çакăнпа пĕтĕмпех ки-лĕшмелле. Çапах кашни çемье çак принципа пăхăнса пурăнаймасть-çке. Юлашки вăхăтри пурнăçа сăнласан вара куç умне тÿнтерле ÿкерчĕк тухса тăрать. Хăш-пĕр ачасем атте-аннесĕр те мар, çапах тăлăхпа пĕр тан çитĕнеççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и; Ашшĕ-амăшĕ ытларах тÿлекен ĕç шыраса Мускав, Çĕпĕр таранах тухса çÿрет. Уйăхĕ-уйăхĕпе, тепĕр чухне çур çул килĕсене таврăнмаççĕ. Кун пек чухне ачасен мĕнле çитĕнмелле; Шкулти вĕренÿпе аслашшĕ-асламăшĕ интересленейместех. Вĕсен ÿсĕмĕнче математикăри дискриминат мĕнне пĕлмен те. Халĕ – килсерен компьютер . Ача унпа вăйă выляни ватăсене шухăша ямасса та пултарать. Çитĕнекен ăру электрон техникипе кирлĕ пек усă курни сайра. Тĕслĕхпе çирĕплетме те пулать. Шкулти пĕр пухура класс ертÿçи ачасене килте буклет хатĕрлеме хушса яни çинчен каларĕ. 20 ытла арçын ачапа хĕр ачаран ĕçе иккĕн çеç пурнăçланă-мĕн. Вĕсем те туллин мар иккен. Пĕлменнипе-ши е юлхавлăхпа-и; Малтанхинче ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕ, иккĕмĕшĕнче тĕрĕслевĕ кирлĕ пулнă. Шăпах çакă çитмест те. Килте ачасене хушма пĕлÿ паракан, вĕсемпе воспитани енĕпе ĕçлекен çукки малашлăх хавшатса хăварма та пултарать.

Аслисенчен пурте аякка кайса ĕçлемеççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытакан, ялăн тăватă кĕтесĕнче çĕр лаптăкĕ илсе сухан-севок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтерекен те сахал мар. Пухăннă укçа-тенкĕпе машина-трактор туянмалла, чăх-чĕп вĕçсе каçмалла мар хуралтă çĕклесе кÿршĕ-аршăран чаплăрах тумалла. Ашшĕн е амăшĕн ачипе юнашар хĕл кунĕнче пăр çинче конькипе ярăнма тухма вăхăчĕ каллех çитместех кун пек чухне.

Çул çитмен çамрăксене хăйсене ирĕккĕн каçсерен урама кăларни те вырăнсăр. Вăл алла аттестат илсе малалла вĕренмесĕр е ĕçе вырнаçмасăр аслашшĕ-асламăшĕн пенсийĕ çинче пурăнакансен ушкăнĕпе явăçма пултарать. Пирус туртма, сăра ĕçсе пăхма сĕннине те хирĕçлемест. Хулана кайсан çакнашкал ача наркомани серепине çакланма пултарать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика