Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔçЧЕН çЕМЬЕРЕ Ç ĕçЧЕН ЙЫШ

07 марта 2012 г.

Алăк сашшулкки сассипе картишĕнчи хÿшĕре тĕлĕрекен йытă вăранса хыттăн вĕрсе ячĕ. Ют çын килнине хуçана систерчĕ ахăртнех. Кил тĕрĕшĕнче çÿрекен Антуни аппа кĕçĕн алăк еннелле пăхрĕ. Помидор калчи ÿстерме лартмашкăн тăпра илме тухнă вăл. Хĕрарăм витрине çĕре лартса килен çынпа сăмах пуçарчĕ.

– Анне пурри пирĕншĕн пысăк телей. Çуртра çăра çакса курман. Пÿртре ăшă, тирпейлĕ, ачасем килнĕ çĕре асламăшĕ яланах вĕри апат хатĕрлет, – кăмăллăн калаçать ман хыççăн алăкран кĕнĕ кинĕ.

Кÿршĕсен хĕл каçарнă кишĕрне сутма пулăшмашкăн каçнă пулнă иккен вăл. Ял çыннин пурнăçĕнче канăçĕ çукрах çав. Çу каçиччен пахча-çимĕçе çумламалла, пăхса ÿстермелле. Кĕркунне вара пухса кĕртмелле. Сухан-севокне те миçе хутчен алă витĕр кăлармалла! Енчĕке кĕмĕлĕ çуркуннепе çеç ытларах кĕрет. Çакăншăн та хĕпĕртетпĕр.

– Эпир çамрăк чухне колхоз уйне пахча-çимĕç бригадинче йăранпа пайласа ятран патак çапатчĕç. Халĕ çав вăхăтсем иртрĕç, тивĕçлĕ канăва та тухрăмăр. Çапах пиртен ĕç пĕ-рех хăпмарĕ: хыçри пахчара сухан-севок, кишĕр, чĕкĕнтĕр çитĕнтерме пуçларăмăр, – сăмах çине сăмах хушса калаçăва малалла тăсать ватă. Кунта çакна та палăртса хăварни вырăнлă пулĕ: Çĕнĕ Ахпÿртри Толстовсем пилĕк ача çитĕнтернĕ. Çамрăк ăру çумне те куршанак ачаранах çыпăçнă.

– Хам пайпа çеç çырлахман. Ачасен ячĕпе те илнĕ. Вăййа тухса ыр кăтартса ÿстермен вĕсене. Пай çинчен киле çитнĕ çĕре çăлтăрсем тухатчĕç. Ывăннăскерсем çăвăнатчĕç те вырăн ăшне чăматчĕç. Ирпе каллех çум çумлама каймалла-çке, – ÿкĕнерех калаçать Антонина Викторовна. – Юрать мăшăрĕсене хăйсене тивĕçлисене тупрĕç. Надя Анат Туçари Путенесен йăхне качча тухрĕ. Вĕсем пиртен те ĕçчен, правурскерсем, тăхлачă пулăшма килсен сывлăш çавăрмасăр ĕç-леме те хатĕрччĕ.

Йĕркеллĕ тĕрĕс-тĕкел, хуйхă-суйхă кăтартмасăр ÿссе çитĕнчĕç Толстовсен ачисем. Аслисем кĕçĕннисене пăхса, шăллĕпе йăмăкĕсем аслисене итлесе пĕве кĕчĕç. Пĕр тăвансене ашшĕпе амăшĕ пуррине çурмалла пайлама, çуккине пур тума хăнăхтарнă. Самани те урăхрахчĕ çав ун чухне. Асли тăхăннă пушмака кĕçĕнни те кăмăллатчĕ. Мăн куна килте çĕлесе панă кĕперен пахи те çукчĕ. Алса-чăлхана çăм çиппинчен çыхнă. Çĕрĕпе куç хупмасăр пански йĕппине алăран яманни те Антуни аппан пĕрре мар пулнă.

Халĕ те Антонина Викторовна алă ĕçĕпе куна кĕскетме тăрăшать. Çăм çиппине кинне арлаттарма хăнăхтарчĕ. Унран тĕрлĕ япала çыхать.

– Митюк пурнăçран иртерех уйрăлчĕ. Паянхи ырлăхпа киленсе пурăнаймарĕ, – тет хĕрарăм. – Ыйхă килмен каçсенче асаилÿ çăмхи тăсăлать те тăсăлать вара.

Пайне те пухса кĕртнĕ, мăшăрĕ ĕçленĕ лаша витинчи ĕçсене те пĕрле пурнăçланă, Пĕр ĕçрен те ÿркенсе тăман. Ахальтен мар ăрăва малалла тăсакансем пурте çемьеллĕ, тĕреклĕ çурт-йĕрлĕ. Паян Антонина Викторовнан 10 мăнук, икĕ кĕçĕн мăнук пур. Вĕсене те сăпайлă пăхса çитĕнтерме тăрăшать. Пĕртен-пĕр кинĕпе (ыттисем хĕр Толстовсен) пĕр сăмахра пурăнать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика