Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăратмашкăн çĕн юрра унăн кăмăлĕ шав пур

19 февраля 2011 г.

Çĕнĕ Ахпÿртри И. Степанова 55 çул тултарчĕ пулин те сцена çинчен анма шутламасть-ха. Хăй килĕштерекен юрăсене “Асамат” фольклор ушкăнĕпе халăх умне кăларать. Юлашки кунсенче çеç вĕсем кÿршĕллĕ Татмăш, Кивĕ Катек ялĕсене çитрĕç. Концертпа çÿремешкĕн хĕл кунĕсенче майĕ те пур. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен ташă-юрă ăстисене çăмăлпах репетицисене çÿретейместĕн. Вĕсене хыçĕнчи, хирти çĕр лаптăкĕ илĕртет. Гектарĕ-гектарĕпе севок, кишĕр çитĕнтереççĕ мар-и; Çавна пулах кил сиктерсе çăмăл автомашинăллă, сĕтел çийĕ юр-варлă вĕсен.

Г. Мышина, Г. Сагунева, Н. Ларева, В. Киргизов, С. Суркова тата ытисем те сцена артисчĕсем. Пултарулăхĕсене кура хăй тавра явăçтарнă вĕсене И. Степанова.

–Эпир Ираида Петровнăпа кÿршĕллĕ ÿссе çитĕннĕ. Ачаранах юрра ăстаччĕ вăл. Аслисем чăваш кĕпи тăхăнса каçхи улаха, вăййа çÿренине ăмсанса пăхаттăмăр. Хамăрăн та вĕсемпе хутшăнас килетчĕ. Шăпăрлансене кам çывăха ятăр. Кивĕ Ахпÿртри кукамайсем патне каçнă чухне Пăла юхан шывĕн çыранĕпе, хир çулĕпе утнă май ăмăртмалла юрă шăрататтăмăр,- аса илет Г. Мышина.

Кирек хăш уявăн илемне те кĕртет И. Степанова. Алла хут купăс тытма ăста. Çуралнă кунсенче çаврăм хыççăн çаврăм юрă пуçлаттарма пултарать. Культура çуртĕнче чылай çул ĕçленĕскер пĕр конкурс та унсăрăн иртменех. Вăхăтĕнче сцена çине çамрăксем, водительсем хăпарни те сахал мар пулнă. Ача-пăча хĕвĕшнĕ уяв концерчĕсенче. Халĕ те йăлара вĕсем. Кĕçĕннисен “Асамат” ушкăнĕ ĕçлет. 1-4 классенче вĕренекен 25 ача çÿрет унта. В. Савдерова, Д. Артемьев, О. Цыганов тата ыттисем ушкăнпа, уйрăмшарăн юрлаççĕ. Коллектив районти конкурссене те хутшăнать.

Икĕ ĕç илсе пырать Ирина Петровна. Культура çуртĕнче çур штат пур унăн. Ялти ача садĕнче те. Унсăр пуçне вăл–хисеплĕ мăшăр, юратнă анне. Степановсен виçĕ ачи те ура çине тăнă тесен те йăнăшмастăп. Алеша ывăлĕпе Тоня хĕрĕ аслă шкул хыççăн ĕçе вырнаçнă, çемьеллĕ. Ăрăва малалла тăсакан икĕ мăнук çитĕнтереççĕ. Гена студент. Аслă шкулăн виççĕмĕш курсĕнче вĕренет. Тăваттăмĕшĕ те пурччĕ çемьере. Йăмăкĕ ир пурнăçран уйрăлнăран çур тăлăха юлнă Сашăна вунă çула яхăн пăхрĕç.

Ĕçлеме ÿркенмеççĕ Степановсем. 2,5 гектар çĕр пур вĕсен. Унта çулленех севок, кишĕр, çĕрулми çитĕнтереççĕ. Çемье бюджетне çакăн пек тĕреклетсе пынăран ачисене аслă шкулта вĕрентме çăмăллăх тупаççĕ.

Çак кунсенче ялта Ираида Петровнăн ăсталăх каçĕ иртрĕ. Юбиляра чылайăн саламларĕç. Иртнĕ кун çулĕ пĕр йĕрсĕр пулманнишĕн хĕпĕртерĕ юрăç. Çĕнĕрен те çĕнĕ юрă шăрантарма унăн малашне те кăмăлĕ пур-ха.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика