Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитательсем пултарулăхне кăтартрĕç

04 декабря 2010 г.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче тĕрлĕ конкурс, фестиваль ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вара интереслĕ мероприятисем ытти çулхисемпе танлаштарсан, ытларах та пулаççĕ. Культурăра, медицинăра, милицинче ĕçлекенсем, вĕренекенсем хушшинче йĕркеленĕ конкурссем чылайăшĕн кăмăлне кайрĕ. Çак кунсенче вара ача садĕнче вăй хуракансем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Конкурса Первомайскинчи “Шуçăм” ача садĕнче тăрăшакан Т. Хураськина, Турханти “Çеçпĕл” ача садĕнчи воспитательница Н. Егорова, Шăнкăртамри “Ромашка” ача садĕнчи Э. Янышева, Патăрьелĕнчи “Солнышко” тата “Василек” ача садĕнчи Г. Ивановăпа Е. Ежова, Татмăшри шкул-садра вăй хуракан В. Филиппова хутшăнчĕç.

Уяв каçĕнче конкурсантсем куракансене хăйсем занятисене мĕнле йĕркелесе пынине, мероприяти валли тĕрлĕ хатĕрсем тума пултарнине, юрра-ташша ăста иккенне кăтартса пачĕç. Конкурса хутшăннă воспитательсем тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕç. “Çулталăк воспитателĕ” “Солнышко” ача садĕнче тăрăшакан Г. Иванова пулчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Патăрьел район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В. Осипов тата вĕрентÿ пайĕнчи шкул çулне çитменнисен методисчĕ А. Горшкова саламларĕç. Культурăпа кану центрĕ вĕрентÿ пайĕпе пĕрле конкурсантсене диплом тата парнесем парса чысларĕç.

Уява курма килекенсем Патăрьелĕнчи ачасен “Евгения” ташă ансамблĕн (ертÿçи А. Михайлова), Кивĕ Катекри “Мерчен” фольклор ансамблĕн (ертÿçи И. Селиванова) юрри-ташшине пăхса савăнчĕç.

Ача садĕнче ĕçлекен воспитательсем пĕр çемьери пек туслă пулса “Çулталăк воспитателĕ” конкурса хутшăнни, хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарни хĕпĕртеттерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика