Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан пултăр вăрçă нихăçан

08 мая 2010 г.

Совет халăхĕ Аслă Çĕнтерÿ туни кашни çулах истори çÿпçине шалтан шала кайса пырать. Чылай пулăмсем хыçа тăрса юлаççĕ, манăçаççĕ.

Эпир, вăрçă хыççăн çуралнисем, çĕнтерÿçĕ салтаксем вăрçă синкерлĕхĕпе тискерлĕхĕ çинчен каласа панисене хамăр илтнĕ, вĕсемпе пĕрле хурланнă.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçине Татмăш ялĕнчен 183 çын хутшăннă. Вĕсенчен 98-шĕ килне каялла çаврăнса килеймен. Паллах, кашни салтакăн шăпи тĕрлĕрен килсе тухнă. Акă, Антоновсен çемйинчен тăваттăн вăрçа хутшăннă: Василий, Марат, Тит, Иван, Василийпе Марат вăрçă хирне выртса юлнă. Иван майор пулнă. Тит инженер-полковник кĕперсене сирпĕтекен “Реванш” отрядра çапăçнă. Вăрçă хыççăн Алма-Атара çар кафедринче ĕçленĕ, Вăтам Азири çар округĕн начальник çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

Дюкинсен виçĕ ывăл вăрçăра çапăçнă. Семен 1942 çулта вилнĕ, Егорпа Моисей çĕнтерÿпе яла таврăннă. Моисей Иванович госпитальте сипленнĕ чухне вырăс хĕр-арăмĕпе паллашса Татмăша илсе килнĕ. Çапла вырăс хĕрĕ ĕмĕрне пирĕн ялта ирттерчĕ, Златоуст майри чăвашла лайăх калаçнă.

Лукинсен, Баласовсен, Ягудинсен, Черновсен, Минкинсен, Царевсен, Улангинсен, Степановсен, Ивановсен пĕр килтен икшер ывăл вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Çĕр çине телей курма çуратнă ачана çухатнинчен хăрушши нимĕн те çук. Мĕнле тÿснĕ-ши салтак амăшĕ хăй ывăлĕ вилни çинчен илтсен... Мĕнле йывăр пулнă мăшăрне, ывăлне çухатнă хĕрарăма чăтса ирттерме!

Мефодий Петров, Иван Максимов, Василий Данилов вăрçăран урасăр таврăннă, ĕмĕрĕпе инвалид пулса тертленнĕ. Александр Головин, Александр Пров, Яков Ишмин тăшман пульли нушалантарнипе вăхăтсăр çĕре кĕчĕç.

Филипповсен çемйинчен те 3 ывăл вăрçа тухса кайнă. Егорпа Феоктист ялти малтанхи трактористсем пулнă. Патăрьелĕнчи МТСра ĕçленĕ. 1942 çулта Якур çара кайма повестка илнĕ. Ĕнерхи тракторист артиллерист пулса тăнă. Тăшмансене хирĕç тăрса çапăçасси унăн Сталинград çĕрĕнчен пуçланнă. “За оборону Сталинграда” медале тивĕçнĕ. Питĕ йывăр пулнă унти лару-тăру . Çав çапăçусене аса илсен куççуль тухатчĕ Якур тетен.

Вăл каласа панине хальхи пекех ас тăватăп:

–Пĕррехинче эпир вырнаçнă вырăна бомба ÿксе кухньăна, апат-çимĕç складне сирпĕтсе ячĕ. Салтаксем те нумаййăн вилчĕç. Эпир апатсăр тăрса юлтăмăр. Выçăпа, сивĕпе аптрасах çитрĕмĕр. Командир хушнипе юр айĕнчен вилнĕ лашасене чавса кăлартăмăр та кăвайт çинче пĕçерсе çисе вилĕмрен çăлăнтăмăр, -тетчĕ вăл.

Сталинград патĕнчи хĕрÿ çапăçура Якура уринчен йывăр амантнă. Çичĕ уйăх сипленме тивнĕ Егор Михайловичăн.

Австринче Адольф Гитлер çуралнă çурта курнине аса илетчĕ Якур тете. Икĕ хутлă чул çурт. Чÿречисем взрыв хумĕпе тухса ÿкнĕ. Артиллери взвочĕн командирĕ хĕç-пăшал кĕпçине çав çурт еннелле тĕллеме приказ парать. Ирсĕр çĕлен йăвин тĕлли-палли ан юлтăр тесе шутланă. Анчах та лейтенант пеме чарать. Çĕнтерĕве шанса тăраканскер, çак вырăн историшĕн кирлĕ пулĕ тенĕ.

Вăрçă хыççăн ялта та арçын алли кирлĕ пулнă. Якур тете каллех мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Трактористра ĕçлесе тырă çитĕн-тернĕ, юхăннă çĕр-шыва ура çине тăма пулăшнă.

Феоктист шăллĕн (ялта ăна Эттюк тете тесе чĕннĕ) вăрçă çулĕ те Сталинградран пуçланнă. Аманнă. Суранĕсене сипленĕ хыççăн çĕнтерĕве Белоруссинче кĕтсе илнĕ. Киле 1947 çулта таврăннă. Нимĕçпе хире-хирĕç çапăçнă чухне сăмса çунатти тĕлĕнчен штык лекнипе çĕвĕ пурччĕ. Эттюк тете те трактористра чылай çул ĕçлерĕ.

Кĕçĕнни, Петя, 1923 çулта çуралнăскер, вĕреннĕ, çын пулассишĕн çуннă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Туçа шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Учитель пулас ĕмĕтпе Патăрьелĕнчи педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Пĕр вăхăт райкомра ĕçленĕ. Çĕр-шыв инкеке кĕрсе ÿксен чăтса тăрайман–хăй ирĕкĕпех фронта кайнă. Автоматчик пулса тăшмана аркатнă. Ленинград фронтĕнче çапăçнă каччă. Пĕр çапăçура уринчен амантнă, ăна касма тивнĕ, суран тÿрленменнипе 1942 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ăна Ленинград облаçĕнчи Ломоносово районĕнчи ялта пытарнă. Çапла 19 çулхи каччă Татмăш ялĕнчен инçетре ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă.

Мĕн чухлĕ хуйхă, терт, нуша, асап кÿнĕ ылханлă вăрçă! Çĕр çинче нихăçан та вăр-çă ан пултăрччĕ. Яланах мирлĕ пурнăç, таса тÿпе хуçалантăрччĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика