Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте хастар хутшăнчĕç

01 апреля 2009 г.

Информаципе коммуникаци технологийĕсем ачасене ăс парас, вĕрентес ĕçе анлă кĕрсе пыни никама та тĕлĕнтермест ĕнтĕ. Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕнче те кĕçĕн классене вĕрентекенсем вĕрентÿ методикине хальхи информаци технологийĕсемпе тачă çыхăнтарса илсе пыма тăрăшаççĕ. Уроксемсĕр пуçне ачасене кружоксенче те информатика тĕнчине кĕме, кулленхи ĕçре усă курма вĕрентеççĕ.

Кĕçĕн классен эрнинче кружок членĕсем информатика темипе хаçатсем кăларчĕç. Иккĕмĕшĕнче вĕренекенсен вăл уйрăмах илемлĕ те кăсăклăрах пулчĕ. Вĕсен учительници О.Тукмакова информаци технологипе усă курса “Пĕлетĕр-и эсир вырăс чĕлхине;” вăйă ирттерчĕ. 3-мĕш класс ертÿçи М.Быкова та çав мелпех “Куçсем” конкурс йĕркелерĕ. Т.Каштанова вĕрентекенĕн пĕрремĕш класс ачисем “Саспалли тĕнчи” çинчен компьютер урлă кăларнă ÿкерчĕксемпе усă курса сăвăсем каларĕç.

Чăвашсен вăйăри ташши-юррине А.Тукмакова вĕрентекенĕн 4-мĕш класс ачисем “Çуллахи каçсем” композици кăтартса тĕлĕнтерчĕç.

Сывлăха çирĕплетес тĕллевпе уçă сывлăшра “Хаваслă старт” вăйă иртрĕ. Ачасем çунашкапа, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнса ăмăртрĕç. 4-мĕшсем пуринчен те маттуртарах пулчĕç.

Вĕрентÿ сферинчи çĕнĕлĕхсене кĕртсе ĕçлеме тăрăшаççĕ Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕнчи кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика