Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур Татмăш кинĕсем

21 января 2009 г.

Ялти ача сачĕ пуçламăш классене вĕрентмелли шкулпа пĕр çуртра вырнаçнă. Кунта ăшă, таса, тирпейлĕ.

Ывăлăм садика çÿренипе унта манăн кунне икĕ хутчен пулма тÿр килет.

Коллектив А.Кузнецовăн “Шкул çулне çитмен ачасене пĕлÿ парасси” программине тĕпе хурса ĕçлет, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытать. Тĕрлĕ ÿсĕмри вун сакăр ачана пĕр ушкăн пĕрлештерсе тăрать.

Уявсенче пĕрле чей ĕçетпĕр, аслăрах ачасем юрланине, ташланине, сăвăсем каланине итлетпĕр. Тĕрлĕ вăйă-кулăра аслăрах çулхи ачасем пĕчĕккисене явăçтарма тăрăшни кăмăла каять. Выляççĕ, кулаççĕ ачасем, савăнăççĕ пĕр çемьери пек.

В.Солдатова ертÿçĕшĕн ачасемпе ĕçлесси çĕнĕлĕх мар, унăн ĕç стажĕ 17 çул.

В.Филиппова 23 çул воспитательницăра вăй хурать, ачасене музыка енĕпе аталантарассишĕн нумай тăрăшать.

Воспитателе пулăшакан Людмила Георгиевнăпа Людмила Кузьминична Ивановăсен, Г.Царева дворникăн та сахал мар тăрăшма лекет.

А.Царева пĕçернĕ апата ачасем юратса çиеççĕ. Çакă, тен, Алевтина Викторовна пысăк та пуян опытлă повар пулнинчен те килет пулĕ.

Садике çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ пĕчĕк ялти пĕчĕк ача садĕнчех пысăк туйăмлă, пуян опытлă, хăйсене шанса панă ĕçе таса тивĕçпе пурнăçлакан ĕçченсем пурришĕн чунтан савăнать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика