Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейĕ – юратнă ĕçре, туслă çемьере

03 декабря 2008 г.

Професси... Кашни çын пурнăçра хăй юратнине суйласа илме тăрăшать. Эпĕ вара сире чăннипех те хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын çинчен каласа парасшăн. Район больницин реанимаци уйрăмĕнче медицина сестри пулса ĕçлет вăл. Çĕнĕ Ахпÿрт кинĕ Антонина Кротова яваплă ĕçе инфекци уйрăмĕнчен пуçланă. Унтанпа чылай çул иртрĕ ĕнтĕ. Паянхи кунчченех çийĕнчен шурă халат пăрахмасть. Ĕçĕ вара пĕртте çăмăл мар. Реанимаци уйрăмне чи йывăр пациентсене хураççĕ. Сменăра чухне кунĕпе те, çĕрĕпе те хăпмалла мар чирлисем патĕнчен. Палата умĕнче тăраканнисем те сывлăх хуралçисен куçĕнчен тимлесе пăхаççĕ. Çывăх çыннисене сывлăхпа ура çине тăратма ыйтаççĕ вĕсем. Врач хушнине вăхăтра пурнăçлама, хăйĕнчен мĕн килнине тĕплĕн тума хăнăхнă А.Кротова. Çакăнпа çеç çырлахмасть вăл. Сĕнÿ-канаш ыйтакансене тулли хурав парать. Килте чухне те яланах унран пулăшу ыйтаççĕ. Телефонпа шăнкăравлакансем те нумай. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче специалист кирлĕ – эмелпе пулăшса тата çепĕç сăмахсем каласа чирлĕ çыннăн чунне пусарать. Кÿршĕ-аршăсем, пĕлĕшсем пурте ăна ырлаççĕ.

Канмалли кунсемпе отпуск вăхăтне килте ирттерме юратать Тоня. Киленсе ĕçлемелĕх çĕр пур вĕсен. Çемьепе пĕр гектар çинче сухан-севок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Мăшăрĕ те ÿркенсе тăраканни мар. Юрий Васильевич та район центрĕнче ĕçлет. Пенси фончĕн водителĕ шутланать вăл.

Тулли çемье тесе калама пулать Кротовсене. Хĕрĕ Инна Мускав университечĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренет. Дима ывăлĕ ялти шкулăн улттăмĕш класне çÿрет. Иккĕшĕ те лайăх пĕлÿпе савăнтараççĕ.

Тулăх пурнăçпа пурăнать çемье. Çурт-йĕрĕ капмар. Условисем хуларинчен пĕртте кая мар. Ачаран хăнăхнă тирпейĕ кил хуçи хĕрарăмĕн ĕç валли те, килтишĕн те çитет. Медицинăна ахальтен суйласа илмен вăл. Хĕрĕсем ÿснĕ чухне амăшĕ чирлекелесе тăратчĕ. Мĕнпе те пулин пулăшас килетчĕ ăна Тоньăн. Анчах шел, ун чухнехи медицина вăйсăртарах пулчĕ пулас. Вăхăтсăртарах уйрăлчĕ вăл ачисенчен. Паянхи ĕç хăнăхăвĕ пулнă пулсан Антонина Анисимовна юратнă амăшĕн кун çулне тен тăснă та пулĕччĕ. Çак туйăм нихăçан та сĕвĕрĕлмест унăн. Çавăнпа кашни çын сывлăхĕшĕн чунне парса тăрăшать вăл.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика