18 ноября 2016 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ 100 çул тултарчĕ. Халĕ Йăлкăш ялĕнчи Алексей Трофимов пĕр ĕмĕр пурăннă çын. Çĕршыв историйĕн синкерлĕ тапхăрĕсем витĕр тухма тивнĕ унăн. Америка салтакĕ- сене пĕрремĕш хут курнине те час-часах аса илет ватă. Вăрçăран 1945 çулта батарея старшинин званийĕпе таврăннă. Ун хыççăн Алексей Трофимович Зоя Лукиничнăпа пĕрлешсе икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Юбилярăн халĕ пурĕ 14 мăнук, 17 кĕçĕн мăнук тата 2 кĕçĕнрен те кĕçĕн мăнук. Сумлă ятпа, 100 çулхи юбилей ячĕпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева тата Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Павлов саламларĕç. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне ветеран патне çитерчĕç. Асăнмалăх парнесем пачĕç, ăна сывлăх, вăй-хал сунчĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета