Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи кирли - чунпа çамрăк пулни

28 октября 2016 г.

Иртнĕ кунсенче Изванка ялĕнче пурăнакан Ксения Анисимовна Гордеева хăйĕн сумлă юбилейне паллă турĕ. Ĕç ветеранĕ 90 çул тултарчĕ.

Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Эдуард Николаев саламларĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламне вуласа пачĕ. Ăна çирĕп сывлăх, юрату, вăрăм кун-çул сунчĕ. Çавăн пекех Ксения Анисимовнăна районти социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Фаина Трофимова тата Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Иванова ăшшăн саламларĕç. Пурнăçра хастарлăхпа, çивĕчлĕхпе палăрнăшăн юбиляра асăнмалăх парнесем пачĕç.

К.Гордеева Элĕк районĕнчи Сурăмварри ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăрçă çулĕсенче вăл тăван хуçалăхра, вăрман ĕçленĕ çĕрте вăй хунă. Каярахпа Изванка ялĕн каччипе - Илья Гордеевпа - пĕр çемье çавăрнă, виçĕ хĕрпе пĕр ывăла кун çути парнеленĕ. Шел пулин те, Ксения Гордеевăн юратнă мăшăрĕ вăрçă çулĕсенче вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Паянхи кун Анатолий ывăлĕн çемйипе пурăнать. «90 çул вăл - ÿсĕм çулĕсем кăна-ха, чи кирли вара - çулсем иртнĕçем чунăм çамрăк юлни», - шÿтлет Ксения Анисимовна.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, д. Илгышево, ул. Школьная, д. 1
Телефон: (83535) 22-1-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика