10 июня 2016 г.
Июнĕн 4-5-мĕшĕсенче Шупашкар районĕнчи Янăш ялĕнче республикăри çуллахи спорт вăййисен XVIII финал ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта пирĕн район команди те хастар хутшăнчĕ. Район спортсменĕсем сĕтелçи теннисĕнче, çăмăл атлетикăра тата ытти вăйăсенче ăмăртрĕç. Тимĕрçкасси ялĕнчи Павловсем 12-13 çулхи ачасемпе ирттернĕ спорт çемйисем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Алексей, Любовь тата Никита шашка, сĕтелçи теннисĕ, «Сектор 20» дартс вăййисенче тата çăмăл атлетика эстафетинче пуринчен те маттур пулчĕç. Харпăр хăй зачетĕнче кĕлеткене выртса хăпартса антарассинче тата 300 метр чупассинче Ураскилт ял тăрăхĕнчи Валентина Убасевăна çитекенни пулмарĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета