Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ал ĕçĕсем тыткăнлаççĕ

05 апреля 2016 г.

Чăваш халăхĕ мĕн авалтанах ал ĕç ăсти пулнипе палăрса тăнă. Ку туртăм ĕмĕрсем иртсен те сĕвĕрĕлмен пирĕнте. Кашни ялта тенĕ пекех чăн-чăн ăстасем пурах. Йăлкăш ял тăрăхĕнче те йышлă вĕсем. Вырăнти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен Альбина Борисова, тĕслĕхрен, вĕтĕ шăрçасемпе тĕрлĕ ÿкерчĕк эрешлет, мăй çыххисем маçтăрлать. Уйкасри Нина Матвеева вара хĕреслетсе тĕрлĕ эреш тăвать. Çывăх çыннисен портречĕсене те йĕппе-çиппе «ÿкерет». Çÿлерех асăннă ялти Анатолий Якимов вара йывăçран тĕрлĕ япала хатĕрлет, сĕтел-пукан ăсталать, шкатулкăсем тăвать. Ăстасен ĕçĕсемпе паллаштарас тĕлĕшпе библиотекăра курав та йĕркелерĕмĕр. Çавăн пекех ачасене те ал ĕçне хăнăхтарассине тĕпе хуратпăр. Çак тĕллевпех вулавăш çумĕнче кружок йĕркелерĕмĕр. Кунта халĕ пĕчĕккисемпе Мăнкуна хатĕрленсе çекĕлпе «çăмартасем» çыхатпăр.

В. ЧЕРЕНДЕЕВА,

библиотека заведующийĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, д. Илгышево, ул. Школьная, д. 1
Телефон: (83535) 22-1-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика