12 октября 2005 г.
М. Николаева
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ, граждансен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе, сахал мар ĕç тăвать. Иртнĕ тăхăр уйăхра, акă, çынсене иккĕмĕш хут 252 свидетельство, çавăн пекех 707 справка панă. 171 извещени пăхса тухнă. Çырусем çине 137 хурав, право енĕпе 847 консультаци панă.
Демографиллĕ лару-тăрăва уйăхсерен тишкересси йăлана кĕчĕ. Иртнĕ тăхăр уйăхра пурĕ 146 ача: 82 арçын ача тата 64 хĕрача çуралнă. 2004 çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 11 ача сахалтарах çуралнă. Çав хушăрах Элĕк, Урпаш, Ураскилт, Мăн Вылă ял администрацийĕсенче ачасем ытларах çуралнă. Пĕччен амăшĕсем 24 ача çуратни палăрчĕ.
Çĕнĕ йăла-йĕркесем пурнăçа кĕрсе пыни çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Савăнăçлă лару-тăрура 71 мăшăр пĕрлешнĕ, 120 ачана ят çырнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета