Социальное развитие ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье- патшалăх никĕсĕ

29 сентября 2005 г.

В.ВАСИЛЬЕВ 
Самани йывăррине пăхмасăрах, паянхи кун та çурт-йĕр çавăрас, хваттер туянас кăмăллисем чакмаççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ- çамрăк çемьесем. Паллах, çамрăксен ĕçлесе пухнă пурлăх та, пысăк мул та çук. Кун пек чухне вара вĕсене ипотека кредичĕ пулăшма пултарать. Сентябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне районти 20 çемье 2 миллион та 858 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çакă 2005 çула вара района уйăрма пăхса хăварнă калăпăшăн 93 миллион та 138 пин тенкĕ) 91,1 проценчĕ пулать. Кăçал районти "Çулталăк çемйи" конкурса 20 ытла çемье хутшăннă. Сентябрĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ конкурсра вара районти финалистсем палăрнă. Октябрĕн 4-мĕшĕнче районти культура çурчĕн сцени çине 9 çемье тухать. Вĕсем хушшинче çав кун çĕнтерỹçĕ-çемье-сем палăраççĕ. Кашни çемье хăйне евĕрлĕ пурнăçпа пурăнать. Урмаелĕнчи Тукаевсен çемйинче килĕшу хуçаланать пулсан, ĕç те ăнса пырать, теççĕ. Хирти Ĕнелти Голландцевсем çын çемье ăшшинче кăна телейлĕ тесе шутлаççĕ. Шурутри Маковсем ачасем çине пысăк тимлĕх уйăрасси хăйсен тĕллевĕ тесе шутлаççĕ, воспитани ĕçĕнче ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ малти вырăнта пулмалла теççĕ. Аслă Чурачăкри Никифоровсем çемье телейне пурнăçа юратнинче кураççĕ, çакă çитĕнỹсен çăлкуçĕ пулса тăрать теççĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004 г. Чебоксары ул.Урицкого-43.
Телефон: (8352) 62-35-62
Факс: (8352) 62-50-01
E-Mail: soc@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика