16 сентября 2016 г.
Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та, черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем шутне çаксем кĕчĕç: 2017 çулхи пенси индексацийĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлесси, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем суйламалли сасăлава йĕркелесси.
Информкуна ирттерме пирĕн района Шупашкартан ĕçлĕ ушкăн килсе çитрĕ. Унăн йышĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Ольга Казарина, "Хыпар" ИÇ директорĕн çумĕ Геннадий Максимов пулчĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа тĕл пулнинчен пуçланчĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче информкунăн темисене тишкерчĕç. Малалла тĕп хуламăртан килнĕ хăнасемпе район администрацийĕн специалисчĕсем темиçе ушкăна пайланса тĕрлĕ ял поселенийĕсене саланчĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕнчен Петр Красновран, район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Алексей Самаркинран, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕнчен Юрий Митюковран, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕнчен Ирина Белобаевăран тăракан ушкăн Комсомольски ял поселенийĕнче пулчĕ. Вĕсем чи малтанах Кĕçĕн Каçал ялĕнчи клуба çитрĕç, халăхпа тĕл пулса вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç.
Кунта вара, информкунăн тĕп ыйтă-вĕсемсĕр пуçне, сỹтсе явмалли пайтах пулчĕ. Кĕçĕн Каçалта пурăнакансене шыв паракан башня валли яваплă организаци лицензи илме пултарайманни, урамсенче тĕл-тĕл электроçутă çунманни, электролиние лекекен йывăçсене касманни, вăрмансем çỹп-çаппа тулни тата ытти проблемăсем пăшăрхантараççĕ. Кашнинех татса памалла. Акă, тĕслĕхрен, шыв паракан башня. Документсем çуккипе яваплă организаци ăна пăхса тăма лицензи илеймест. Çавăнпа та çитес çул Кĕçĕн Каçалсене водопровод кĕртсе пама палăртнă, проект хатĕрлеме пикеннĕ. Урамри юпасем çинчи лампочкăсем çунманни пирки те пăшăрханмалла мар иккен. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков каланă тăрăх, вĕсене çуллахи вăхăтра çутман, çитес кунсенче ĕçлемен лампăсене улăштарса пĕтернĕ хыççăн урамсем те çуталĕç. Электролинисене лекекен йывăçсене те çывăх вăхăтра касса тирпейлеме шантарчĕç. Кашни ял тăрăхĕнче тенĕ пекех хытă каяшсене пуçтарасси малти вырăнта тăрать. Нумай ялтан ятарлă кунсенче Патăрьелти "Полигон" ООО ĕçченĕсем килсе çỹп-çапа турттарса каяççĕ. Кĕçĕн Каçалти халăх та "Полигон" организаципе килĕшỹ тума хирĕç пулмарĕ. Малалла ĕçлĕ ушкăн Комсомольскинчи çăкăр завочĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ, завод ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Завод кашни çул аталансах пыни савăнтарать. Пĕлтĕр райадминистраци пуçлăхĕ çине тăнипе районти нумай шкул заводри çăкăра туянма пикеннĕ, 4 шкул çеç ытти çĕртен илсе тăрать. Кунти ĕç коллективне кăсăклантаракан тата пăшăрхантаракан ыйтусем пур. Тĕп вырăнта Комсомольскинче хуçасăр йытăсен шучĕ ỹсни пулчĕ. Çак ыйтăва та Юрий Митюков татса пама шантарчĕ.
Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕпе Сергей Маштановпа чи малтанах Йỹç Шăхаль пуçламăш шкулĕн ĕç-хĕлĕпе кăсăклантăмăр. Кунти ĕçченсемпе ирттернĕ тĕл пулура информкун темисене хускатрăмăр. Паянхи куна шкулта 17 ача ăс пухать. Çутçанталăк газĕ кĕртменнипе çурта çĕркăмрăкĕпе хутаççĕ-мĕн, хальлĕхе ăна Çĕнĕ çулччен çитмелле туянса хунă. Шкул ĕçченĕсемпе пуçарнă калаçура ытти ыйтусем те хускалчĕç. Юнтапапа Тутар Шурут ялĕсем хушшинчи çула çыхăнтармалли пирки те сăмах пулчĕ. Шурут пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулне уроксем хушшинчи тăхтав вăхăтĕнче çитрĕмĕр. Шкул директорĕ Николай Андреев хутса ăшăтмалли хĕллехи тапхăра тĕплĕн хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче подвалти шыв пăрăхĕсене тĕпрен улăштарма ĕлкĕрнĕ, халь шурутсене ăшă системи шăтса тарăхтарасси шиклентермест. Операторсем сывлăш температури чаксанах газ хуранĕсене хута яма хатĕр. Ял урамĕсене çул сарас ыйту кунта та хускалчĕ, ара, йĕпе-сапа çанталăкра пылчăк камăн çăрас килтĕр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.М.Маштанов кăçал хăш çулсене сарнине, юсанине асăнчĕ, ку ĕçе малалла та тăсасса каларĕ. Çỹп-çапа пуçтарса илсе тухассине те кунта аван йĕркеленĕ, килти хуçалăхсенчен пухăнакан сулăм укçине çак ĕçе пурнăçлакансене тỹлеме те усă кураççĕ.
Тĕлпулусенче çынсене çĕрпе, пурăнмалли условисемпе, социаллă пурнăçпа çыхăннă ыйтусем, ял поселенийĕсенчи тирпей-илем ытларах кăсăклантарни палăрнă. Информаци кунне килнисем кашни ыйтăвах малашне татса парас тесе тăрăшĕç.
Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"