06 июня 2016 г.
Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников хулапа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ. Тĕп вырăнта ял тăрăхĕсен территорийĕсенче йышăнман çĕр пайĕсене çырса йĕркелес ыйту пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн -экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Н.Гладкова пухăннисене ку енĕпе районта пулса тăнă лару-тăрупа паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, районта çĕр пайĕсен 60 процентне йĕркелесе çитернĕ, ку енĕпе Атăлçи ял тăрăхĕнче пуринчен те лайăхрах ĕçленĕ. Çавăн пекех Шĕнерпуç, Кукашни, Карапаш, Чăнкасси ял тăрăхĕсем те малтисен шутĕнчех. Юлса пыракансен шутĕнче Надежда Борисовна Хуракасси, Урхас Кушкă тата Аксарин ял тăрăхĕсене асăннă. Паллах, вĕсенче çак ĕçе вăйлатмалла. ПИРĔН КОРР.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)