Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лаптăксем «манăçнă-и»?

20 мая 2016 г.

Коррупцие хирĕç комитетăн 2016 çулхи планĕпе тата ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсене тĕллевлĕн усă курнине тĕрĕслес тĕллевпе ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕ ведомство çумĕнчи общество канашĕн представителĕсене явăçтарнипе куллен тĕрĕслевсем ирттерет. Черетлĕ мероприяти нумай пулмасть Шупашкар районĕнче иртнĕ. Граждансемпе юридици сăпачĕсене тара панă е вăхăта палăртмасăр усă курма панă республика харпăрлăхĕнчи лаптăксене Сарапакасси ял тăрăхĕнче пăхса çаврăннă май комисси кунти 556,4 га лаптăка арендăна илсе фермер хуçалăхĕ тухăçлă усă курни пирки пĕтĕмлетнĕ. Унăн пысăк пайĕ çинче хуçалăх пĕрремĕш çул мар чылай çул ÿсекен курăксем акать, 159 га вара кăçалтан вир валли пулĕ – çĕре сухаласа рекультивациленĕ. Çакăнпа пĕрлех комисси районта харпăрçăсем пăхса тăман лаптăксене те тупса палăртнă: ял хуçалăх ĕçĕсене валли пăхса хунă 12,7 га лаптăка тĕмсем пусса илнĕ, хыт-хура ÿсет. «Манăçнă» лаптăкăн яваплăхсăр хуçине çĕр законодательствипе килĕшÿллĕн административлă штраф тÿлеттерме тивĕ. Мĕншĕн тесен çакнашкал яваплăхсăр хуçасене пулах район бюджечĕ налог тÿлевĕ урлă хушма тупăша çухатать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2016 çулхи Çырăвĕнче ял хуçалăх çĕрĕсене тÿрĕ мар кăмăллă хуçасенчен туртса илмелли пирки каланă.

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика