27 мая 2016 г.
Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ хăй ертсе пыракан тытăмăн 2015 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет тунине кура Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче çулсене тытса тăрас, аталантарас, пассажирсене илсе çÿрессине тивĕçтерес ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç. Ку сферăра ыррипе пĕрлех пăшăрхантаракан самант та чылай.
Кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçлас умĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Иванова саламласа награда пачĕ. Ăна "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе наградăланă. Владимир Николаевич вĕренÿ министрĕн должноçĕнчен каясси пирки МИХсем пĕлтернĕччĕ. Михаил Васильевич хăйне тав тунине хуравланă май вăл унăн командинчех юлассине çирĕплетрĕ.
Транспорт министрĕ Владимир Доброхотов хăйĕн отчетĕнче палăртнă тăрăх — иртнĕ çул республикăра общество транспорчĕпе 166 миллион пассажир усă курнă. Çав шутра автотранспорт тÿпи — 57, хулари транспортăн — 42%. Социаллă пĕлтерĕшлĕ маршрутсемпе /вĕсем Чăваш Енре 342/ пассажирсене тĕпрен илсен Чăвашавтотранс автобусĕсем илсе çÿренĕ. Çак предприяти ĕçлекен хула çывăхĕнчи маршрутсем тупăшлă, республикăн кăнтăр енчи филиалсем вара тăкаклă ĕçлеççĕ иккен. "Предпринимательсем хăйсен автобусĕсемпе ĕçлеççĕ вĕт-ха — эппин, тупăш пур. Çавăнпа та тĕрĕслев ĕçне çирĕплетмелле", — тăкаклăха чакармалли мел сĕнчĕ Чăваш Ен ертÿçи.
Министр çулçÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтересси çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Палăртма кăмăллă: пĕлтĕр аварисен шучĕ самай чакнă. Çавна май вĕсенче çын вилесси те 15% сахалланнă. Аварисен шутне çулсем çинче фотовидеофиксаци приборĕсемпе анлăн усă курни те чакарма пулăшать. Чăн та, кун пирки калаçу пуçарнă май çак йĕркесен авторне ларура приборсемпе ытларах штраф пухма тĕллев лартнăн та туйăнчĕ. Çав приборсен кăтартăвĕсем тăрăх палăртнă штрафсен виçи иртнĕ çул 217 миллион тенке çитнĕ — питĕ пысăк укçа вĕт. Çийĕнчен министерство Çул-йĕр фондĕнчен çĕнĕ приборсем туянма тата 39 миллион тенкĕ уйăрасшăн. Республика Пуçлăхĕ тухăçлă ĕçлекен çĕнĕ йышши техника туянмалли пирки асăрхаттарчĕ.
Хула çумĕнчи маршрутсемпе пассажирсене чукун çулпа илсе çÿренин усси пирки иккĕленсе халиччен пĕрре кăна мар калаçнă. Ытларах вĕсемпе пахчаçăсем, дачăсен хуçисем усă кураççĕ — пĕлтĕр 720 пин пассажира шута илнĕ. Министр ку цифра темле пысăк маррине пăхмасăр пассажирсене илсе çÿрессин çак мелне упраса хăвармаллине çирĕплетрĕ.
Республикăри автоçулсен тăршшĕ — 12 пин километр. Тата — 109 кĕпер. Министр юсав-реконструкци енĕпе пысăк ĕç пурнăçланипе пĕрлех çакă çителĕксĕрри çинчен пайăррăн каларĕ. Çулсен нумай сыпăкне 80-мĕш çулсенче тунă, кĕперсене — 60-70-мĕш çулсенчех. Чылайăшĕ юхăннă, çакă вĕсене вăхăтра юсаманнипе сăлтавланнă. Шел те, докладра юхăннине кĕске вăхăтра йĕркене кĕртме шантарни пулмарĕ. Мĕнле шантарайăн — пысăк укçа кирлĕ вĕт. Пултарнă таран юсаса-пăхса тăни те аван... Çавăнпах-тăр отчет тĕлĕшпе чăркăшланакан пулмарĕ — ăна çирĕплетрĕç.
Пурлăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева республика пурлăхне приватизацилемелли прогноз планĕпе паллаштарчĕ. Çитес çул валли палăртнă 50 миллион тенкĕлĕх виçе Михаил Игнатьева тивĕçтермерĕ: "Мĕн пысăкăш Министрсен Кабинечĕ пĕтĕмпе те çав виçелĕх кăна ĕçлет пек пулса тухать... 100 миллион тенкĕрен кая мар пулмалла". Çав вăхăтрах пурлăха йÿнĕпе сутма юраманни пирки те асăрхаттарчĕ. Чăвашкредитпромбанк акцийĕсем сутăнманнине аса илтернĕ, паян патшалăх пурлăхне сутмалли условисем меллех маррине палăртнă май йÿнĕпе кăна сутăнас тĕслĕхсенче пурлăха сутлăхран кăларма сĕнчĕ.
Чăваш литература чĕлхин нормисене, орфографипе пунктуаци правилисене çирĕплетмелли йĕрке пирки пайăр калаçу пулчĕ. Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова ăнлантарнă тăрăх — çак йĕркепе килĕшÿллĕн уçăмлă схема пулать: "Нормăсемпе правилăсем пирки тавлашма-калаçма юрать, çакăн хыççăн вара ведомствăсен пĕрлехи комиссийĕ вĕсене çирĕплетĕ — текех хирĕçлемелле мар". Светлана Владимировна ыйту çивĕччине, вăл нумайăшне тавлаштарнине-хирĕçтернине пытармарĕ. Çавăнпа та ыйтăва татса памаллах. Çак шухăшпа Михаил Игнатьев та килĕшет: ĕç-пуçа тытăçу патне илсе çитерме юрамасть. "Чĕлхе, çырулăх — пирĕн пуянлăх. Ăна пирĕн аталантарса пымалла", — терĕ вăл. Çийĕнчен кăмăлсăрлăхне те пытармарĕ: "Тепĕр чух ман пата вырăсларан чăвашла куçарнă текстсене илсе килеççĕ те — вуласа ăнланма çук!" Эппин, аслă шкулсен куçару енĕпе ĕçлекенсене хатĕрленĕ чух çак самантсене те шута илмелле. Правительствăн тивĕçлĕ йышăнăвĕ вырăнлине Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Петр Краснов та çирĕплетрĕ: "Халичченхи правилăсене 1994 çулта Патшалăх Канашĕ çирĕплетнĕ. Ку парламент тивĕçĕ мар, ĕç тăвакан влаç ĕçĕ. Çавăнпа та ведомствăсен пĕрлехи комиссийĕ яваплă пулни тĕрĕс".
Хуçалăхсене суса илекен сĕтшĕн субсиди парас ыйтупа ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Никитин сăмах илчĕ. Пĕлтĕр республикăра 424 пин литр сĕт суса илнĕ, кăçал 427 пине çитересшĕн. Хуçалăхсен тăкакĕсене саплаштарма Мускав хушма 141,8 миллион тенкĕ уйăрнине кура вырăнсенче кашни литршăн илекен субсиди виçи 1,67 тенкĕпе танлашĕ.
Субсидие çу виçи 3,4 процентран кая мар чи пысăк тата 1-мĕш сортлă сĕтшĕн парĕç. Михаил Васильевич ку укçана пĕрлехи хуçалăхсем тата фермерсем илессине палăртрĕ.
— Паян сутăн илекен сĕтĕн çирĕп хакĕ çукки нумайăшне тарăхтарать. Хушма хуçалăх тытса тăракан уйрăм çынсем те субсиди ыйтаççĕ, анчах тÿлеме пултараймастпăр. Çанталăк типĕ те шăрăх тăнă 2010 çулта эпир вĕсене пулăшнăччĕ. Шел те, ĕнесен шучĕ чакать. Хăй вăхăтĕнче эпир республикăра сĕте 500 пин тонна та суса илнĕ, паян вара 427 пин пирки калаçатпăр. Çав вăхăтрах Раççейре паян сĕт дефицичĕ 8 миллион тоннăпа танлашнă. Эппин, хамăрăн хăватсене ÿстермелле, — терĕ вăл.
Тĕрĕссипе, ун шучĕпе, паян ĕлĕкхилле аграрисене питĕ йывăр тесе калаçни те вырăнсăр: "Мĕн туса илеççĕ — пĕтĕмпех сутăнать. Кунашкалли пирки темиçе çул каялла ĕмĕтленмен те. Ял хуçалăхĕ пирки "тĕпсĕр хура шăтăк" тесе каланă вăхăтсем иртрĕç. Ĕçлеççĕ, тупăш илеççĕ. Чылай хуçалăх кредитсемсĕрех пурăнма пултарать".
Лару Министрсен Кабинечĕн хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.
Николай КОНОВАЛОВ
Источник: "Хыпар"