Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтупа калаçнă

22 апреля 2016 г.

Чăваш Енре, Комсомольски районĕнче апрелĕн 20-мĕшĕнче пулнă Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине виçĕ тĕп тема кĕртнĕ. Ĕç коллективĕсемпе иртнĕ тĕлпулусенче "2016 çулта граждансене социаллă пулăшу парасси", "Вырăнти тата территориллĕ обществăлла самоуправлени органĕсен тирпей-илем кĕртес енĕпе тумалли задачисем тата граждансене çак ĕçе хутшăнтарасси, Йывăç кунĕн çурхи тапхăрне ирттересси", "Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 71 çул çитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатĕрленесси", "Çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттересси" ыйтусене сỹтсе явнă.

Пирĕн района Пĕрлехи информкуна ирттерме Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Ольга Казарина, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов килсе çитрĕç. Шупашкартан килнĕ хăнасемпе район администрацийĕн пай начальникĕсем 4 ушкăна пайланса ял поселенийĕсене çул тытрĕç.

Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин тата Петр Краснов депутат ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн тата РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн коллективĕсемпе тĕл пулнă. Информкунăн темисемпе тĕплĕн паллаштарнă, çавăн пекех ял çыннисене кăсăклантаракан ыйтусем çине те хуравланă.

Район администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, "Слава картофелю" агрофирма" ООО директорсен совечĕн председателĕ Александр Капитонов, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова Асанкасси ял поселенийĕнче пулчĕç, вырăнти ял хуçалăх кооперативне тата шкула çитрĕç. Асанкасси вăтам шкулĕнче ирттернĕ тĕлпулура Пĕрлехи информаци кунĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явма учительсем активлăн хутшăнчĕç. Илдус Хадзятовичпа Александр Петрович кашни темăна тĕплĕн ăнлантарса пачĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Асанкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Карпов вара ял урамĕсене тирпейлесси çинчен калаçу пуçарчĕ, вăл мĕнле йĕркепе пулса пырасси пирки чарăнса тăчĕ, çак ĕçе пурне те хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ. "Асаново" ЯХПК председателĕ Александр Бахтеров каланă тăрăх, иртнĕ çул кĕрхи культурăсене 142 гектар çинче акса хăварнă, калчасем аван хĕл каçнă. Кăçалхи çур акинче вара пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 490 гектар, 20 гектар çĕрулми, 50 гектар куккурус тата пĕр çул ỹсекен курăксене 100 гектар çинче акса хăвармалла. Вăрлăх çителĕклĕ, 100 проценчĕпех акма юрăхлă кондицие тивĕçтерет. Унсăр пуçне хуçалăхра удобрени те, çунтармалли-сĕнтермелли материалсем те çителĕклĕ. Çавăнпа пĕрлех кунта Илдус Миннетуллин "Асаново" ЯХПК кредитсемсĕрех ĕçлеме пултарни савăнтарнине, хуçалăх ферми республикăра сĕт сăвассипе 1-мĕш вырăнта çирĕпленнине каласа хăварчĕ. Асăннă фермăра 2014 çулта кашни ĕнерен 8000 кг, 2015 çулта 8000 кг яхăн сĕт суса илнĕ.

Хырхĕрри ял тăрăхĕнче ĕçлекен ушкăнра вара Анатолий Воробьев пуçлăх, "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов пулчĕç. Вĕсем "Восток" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсемпе, Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче урамсене, çул айккисене тирпейлекенсемпе тĕл пулчĕç. Куçа-куçăн калаçура Пĕрлехи информкунăн темисене хускатрĕç, унсăр пуçне кулленхи пурнăçра тĕл пулакан ыйтусенчен те пăрăнмарĕç. Акă, çитес кунсенче кунта ял халăхĕпе пĕрле масарсене тирпей-илем кĕртесшĕн, килсенче пуçтарăнакан çỹп-çапа вара михĕсене тултарса полигона тиесе ярассине аван йĕркеленĕ.

"Восток" ЯХПК председательне Валерий Михеева хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕнче тĕл пултăмăр. Çапла ĕнтĕ, хĕрỹ ĕççи пуçланнă тапхăрта ертỹçĕсен кабинетра ларма вăхăт çук. Хальлĕхе кунти ĕçченсем нумай çул ỹсекен курăксен пуссисене сỹрелеме пуçланă, çĕр типсе çитменни ытти ĕçсене тума чăрмантарать-ха. Кăçал Хырхĕррисем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене 692 гектар çинче акма палăртнă, çĕрулми 30 гектар йышăнĕ. Техника хатĕр, механизаторсем çителĕклĕ. "Çанталăк йĕркеленсенех уя тухăпăр", - терĕ Валерий Геннадьевич.

Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен комитечĕн председателĕн çумĕ Ольга Казарина тата район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Светлана Ульдина Чĕчкен ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллашнă. Тĕлпулусенче çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă, вĕсене татса памалли майсене палăртнă, вырăнта пурăнакансен ыйтăвĕсене тĕплĕн хуравланă.

Л.ШУРЯШКИНА,

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика