26 декабря 2015 г.
Çĕре хĕсĕр хăварма юрамасть, теççĕ. Урăхла каласан, сухаламан, акман лаптăк пулмалла мар. Вăрçă вăхăтĕнче, вăй питти арçынсем пăшал тытса тăшманпа çапăçнă чухне те хĕрарăмсемпе ачасем вăкăрсемпе суха туса анасане хуратнă, тыр-пул çитĕнтернĕ. Паян ĕçлеме условисем те çителĕклех, анчах пĕрех пусă çаврăнăшне кĕртмен лаптăксем курăнаççĕ. Ют тăрăхра кăна мар, хамăр патăрта та пушă выртаканнисем пур. Кашни гектар тупăш кĕрттĕр тесе республикăра та, районта та юлашки вăхăтра çине тăрсах ĕçлеме пуçларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Л. Кузне- цовпа çĕр ыйтăвĕ кăларакан çĕр ыйтуран хăшне-пĕрне хускатрăмăр.
_ Леонид Валерьевич, пирĕн районта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре харпăрлăха куçарасси мĕнлерех пырать?
_ Кашни лаптăкăн хуçи пулмалла, çавна май пайçăсен хăйсен çĕрне регистрацилемелле. Шел пулин те, пирĕн районта ку ĕç йывăрпа пырать. Паяна пайçăсен 35212 гектар çĕр шутланать, унтан 52 процентне кăна Чăваш Республикин Росреестр Управленийĕн Патăрьелĕн- чи уйрăмĕнче регистрациленĕ. Кăтарту, республикăри ытти районсеннипе танлаштарсан, пĕчĕк. Унччен çынсем хăйсене тивĕçекен пая ăçта иккенне палăртмасăрах арендăна панă, хăшĕ-пĕри паян та çаплах тума пулать тесе шухăшлать. Анчах саккуна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн çак йĕрке урăхланнă. Ют çынна хамăра тивĕçекен пайпа усă курма ирĕк парас тесен малтан лаптăкăн чиккине палăртмалла, патшалăх кадастрне шута тăратмалла, регистрацилени пирки свидетельство илмелле, вара тин килĕшỹ тума юрать. Хамăр ĕçлес тесен те тивĕçекен пайăн кадастр номерне, хăш хирте вырнаçнине пĕлмесĕр мĕнле вăй хума пулать-ха? Çĕр яланах чи хаклă пурлăх шутланнă, эпир çакăн çине алă сулнă, ун пирки мана пуçланă. Çавăнпа та çине тăрсах хамăрăн пайсене регистрацилемелле. Арендăна панă чухне те Росреестр Управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕ урлă килĕшỹ çырмалла.
_ Ялта пурте пĕр-пĕрне паллатпăр, пĕлетпĕр, сăмах вĕççĕн калаçса татăлсан та çитет пек туйăнать.
_ Нумайăшĕ çапла тăвать те, анчах патак икĕ вĕçлине те манмалла мар. Пĕр ял тăрăхĕнче иртнĕ тĕл пулура шăпах çĕре арендăна панине, арендатор нимĕн те тỹлеменине, çав вăхăтрах пайçăсем налукшăн хăйсемех татăлнине пĕлтерчĕç. Вĕсем килĕшỹ те тунă пулнă, анчах çакна Росреестр Управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕнче çирĕплетмен. Çавна май нимĕнпе те пулăшаймарăмăр. Сăмах вĕççĕн çеç калаçнисем те çакăн пек пăтăрмаха лекме пултараççĕ. Тата тепĕр япала пирки те асăрхаттарса хăварас килет: арендăна панă лаптăкра хытхура ашкăрсан та пайçăсен штраф хăйсенех тỹлемелле, мĕншĕн тесен эсир хăвăра тивĕçекен лаптăка кама пани паллă мар. Çĕре туртса илес хăрушлăх та пур.
Арендăна панă çĕр çинче мĕн акса-лартса ỹстерни пирки ниçта та отчетсем паманнипе те усă курман çĕрсем нумай пек курăнаççĕ.
_ Пирĕн район çыннисем яланах çĕре юратнипе, ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Пушă выртакан лаптăксене фермерсем пусă çаврăнăшне кĕртме пуçларĕç. Уйрăм çынсем те ытларах çĕр илсе акса-лартма тытăнчĕç. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?
_ Çакă савăнтарать, паллах. Анчах районта фермерсен шучĕ сахалтарах çав. Уйрăм çынсем 10-шар гектар та, ытларах та акса-лартса илеççĕ, техники те çителĕклех, апла пулин те фермер хуçалăхĕ йĕркелеме тăхтаса тăраççĕ. Фермерсен налукне те тỹлемелле, пенси фончĕпе те татăлмалла, çакă хăшне-пĕрне хăратать-тĕр. Анчах паян патшалăх фермерсене аталанма та пулăшать. Тин кăна йĕркеленнисене вăй илсе кайма грандсем, çăмăллатнă кредитсем парать. Пысăк лаптăкпа ĕçлекенсен тупăшĕ ниçта та курăнманнипе хăватлăрах техника туянас тесен те кредит илме йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Чылайăшĕ паянхи кунпа кăна пурăнни те сисĕнет: пенси фондне тỹлемеççĕ. Ватлăх никамран та пăрăнса иртмест, çакăн пирки халь шухăшламасан кайран камран укçа-тенкĕ ыйтмалла?
Çу каçипе уйрăм çынсем патне ĕçлеме çỹрекенсен те пăшăрханмалăх пур: çулсем иртнĕçем тивĕçлĕ канăва кайма стаж кирлĕ. Паян вăл 15 çултан кая пулмалла мар. 70-80 çула çитсен, ал-урара вăй чаксан, мĕн тумалла? Официаллă майпа тỹлемен укçана илме вăхăтĕнче лайăх, анчах вăл ниçта та курăнмасть. Çакна та тĕпе хумаллах.
Фермерсем район бюджетне пуянлатма та пулăшаççĕ. Бюджета укçа ытларах кĕрсен района аталантарма, социаллă пурнăçа лайăхлатма та майсем ытларах. Çул, медицинăпа акушер пунк- чĕсем тата ытти те пурне те кирлĕ. Пĕрисем налук тỹлесе пурнăçа лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ, теприсем вара пĕр пус тăкакланмасăрах пуррипе усă кураççĕ.
_ Районта никама та кирлĕ мар çĕр пайĕсем те пур. Вĕсемпе мĕн тăваççĕ?
_ Виçĕ çул хушшинче çĕр пайĕпе мĕн тумаллине палăртмасан вырăнти хăй тытăмлăх органĕн актĕнче пая приватизацилени пирки акт пулмасан, хуçи вилнĕ тата ăрăва тăсакан çук чухне лаптăка никама та кирлĕ мар тесе йышăнаççĕ. Паяна пирĕн районта никама та кирлĕ мар текен пай 4704 шутланать. Вĕсене ял тăрăхĕ хăй çине куçарнă хыççăн сутма, арендăна пама пултарать. Сăмах май, ял тăрăхĕсенче ирттернĕ тĕл пулусенче шăпах вилнĕ çынсен çĕр пайĕсене регистрацилес ыйтăва нумай хускатрĕç.
Экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов специалистсемпе çĕр пайĕсене регистрацилессине хăвăртлатас тата халăха хумхантаракан ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе ял тăрăхĕсене çитсе çынсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 10 ял тăрăхĕнче пулнă, ку ĕç малалла пырать.
О. ПАВЛОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)