09 декабря 2015 г.
Районта пурăнакансем куçман пурлăх объекчĕсене - çурт-йĕре, ун айĕнчи тата çумĕнчи çĕре, хушма хуçалăха аталантарма 1 гектар таран уйăрса панă çĕр лаптăкĕсене, ялхуçалăх тĕллевĕпе усă куракан пай çĕрĕсене харпăрлăха илесси хальхи вăхăтра уйрăмах çивĕч тăрать. «Дача амнистийĕ çинчен» тĕплĕнрех каласа кăтартма район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕнчен М.Н.Павловăран ыйтрăмăр.
- Кил-çурт чăннипех пирĕн харпăрлăх пулса тăтăр тесен мĕн пĕлмелле тата мĕн тумалла?
- 2006 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Куçман пурлăхăн уйрăм объекчĕсене граждансен прависене çăмăллатнă йĕркепе çыртарас ыйтупа çыхăннă Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккунĕсен акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 93-мĕш номерлĕ федераци саккунĕ йышăннă. Халăх хушшинче ăна урăхла «Дача амнистийĕ çинчен» саккун теççĕ.
Палăртнă саккуна йышăниччен çурта харпăрлăха куçарассинче тĕрлĕ чăрмавсемпе тĕл пулма тивнĕ. «Дача амнистийĕ çинчен» саккун вăя кĕнĕренпе пурăнмалли çурт-йĕре харпăрлăха куçарассинчи ыйтусене татса парасси чылай ансатрах мелпе пулса иртет. Çавна май халĕ уйрăм çурт-йĕре харпăрлăха куçарас тесен правасене патшалăх енчен регистрацилекен органсене пурăнмалли уйрăм çуртăн кадастр паспортне тата çурт çумĕнчи çĕр лаптăкĕ тĕлĕшĕпе правăна çирĕплетекен документа тăратни те çителĕклĕ. Асăннă саккунпа килĕшÿллĕн çыннăн вырăнти техника инвентаризацийĕн органне пымалла та кадастр паспортне тума саккас памалла анчах. Çапла майпа 2018 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурăнмалли çурт-йĕре çăмăллатнă йĕркепе регистраци туса юлма май пур.
- Марина Николаевна, районта пурăнакансем çурт-йĕре харпăрлăха куçарассипе çак вăхăтчен мĕнле ĕçлесе пынă?
- Хальхи вăхăтра район территорийĕнче 8652 уйрăм хушма хуçалăх шутланать. Çурт-йĕрпе унăн айĕнчи тата çумĕнчи çĕре 7232 хуçалăх /84 процент/ саккунпа килĕшÿллĕн харпăрлăх правине çирĕплетнĕ. Çурт-йĕре харпăрлăха илменнисем тата 16 процент юлнă. Çывăх вăхăтра вĕсен çак ĕçе тума ĕлкĕрмелле.
Çурт-йĕре харпăрлăха куçарасси Елчĕк, Тăрăм, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче /88-83 процент/ аванрах пулса пырать. Кĕçĕн Таяпа, Лаш Таяпа, Курнавăш, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсем пирки çакна калаймăн.
Ĕç мĕнле йĕркеленсе пырасси ял хавалĕнчен те нумай килет. Тĕслĕхрен, Тип Тимеш ялĕнче 102 çуртран 5-шне, Кушкăри 259 çуртран 18-шне, Елчĕкре 508 çуртран 89-шне анчах регистрацилемен. Каркалар, Вырăскасси, Кĕçĕн Таяпа, Яманчÿрел, Шуршу, Çуткÿл, Турхан ялĕсенче пурăнакансем вара çурт-йĕре харпăрлăха куçарма васкаманни курăнать.
- Пысăк пуянлăхпа - çĕрпе тухăçлă усă курасси те республикăра çав-çавах çивĕч тăрать. Марина Николаевна, сăмах хушнипе усă курса ялхуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене тытса тăрассин тухăçлăхне ÿстерес тĕлĕшпе вырăнта мĕнле ĕçлени çинчен кĕскен чарăнса тăма пулĕ-и?
- Ялхуçалăхĕнче усă куракан çĕр лаптăкĕсем, районĕпе илсен, 32054 гектар йышăнаççĕ. Хальхи вăхăтра çак çĕрсен 28398 гектарне е 89 процентне уйрăм çынсем, ял тăрăхĕсем харпăрлăха илнĕ. Ку енĕпе Кĕçĕн Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсем уйрăмах çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче 870 гектара яхăн ялхуçалăх тĕллевлĕ çĕре çак вăхăтчен регистрацилемен, çавна май куçман пурлăх объекчĕсемпе усă курнăшăн 124 пин тенкĕ ытла налук укçи пуçтарса çитереймен.
- 2018 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен вăйра юлакан «Дача амнистийĕ çинчен» саккун пирки мĕн каланă пулăттăр?
- Пурăнмалли çуртсен хуçисене тепĕр хутчен çакна хистесех калатпăр: хăвăр правасене çирĕплетессине вăраха ан хăварăр, «амнистипе» усă курса çуртсен тулли праваллă хуçисем пулса тăрăр.
Источник: "Елчĕк Ен"