18 ноября 2015 г.
Ноябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитет пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттерни çинчен вулакансем пĕлеççĕ.
Канашлу вăхăтĕнче виçĕ тĕп ыйту пăхса тухнă - республикăра пурăнакан граждансене авариллĕ çурт-йĕрсенчен хăтлă хваттерсене куçарасси, çутçанталăк газĕпе усă курнăшăн тÿлесси, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтересси мĕнле шайра пулса пыни. Районта малтанхи икĕ ыйтăва мĕнле татса пани пирки вулакансене пĕлтернĕччĕ. Халĕ вара виççĕмĕш ыйтăва уçăмлатасшăн.
Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи мартăн 6-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн çак тапхăртан пуçласа районта нумай ачаллă 145 çемьене шута илнĕ. 2015 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă çемьесем валли 89 çĕр участокне юридици тĕлĕшĕнчен хатĕрлесе çитернĕ, вăл шутра уйрăм çурт тума - 41, уйрăм хушма хуçалăх тытса пыма - 47, дача çурчĕсем тума пĕр участок уйăрнă. Вĕсенчен уйрăм çурт тума - 41, уйрăм хушма хуçалăх тытса пыма - 21, дача çурчĕ тума пĕр çĕр участокне валеçсе панă, пĕтĕмпе 63 участок. Çак шутран 55 çемье хăйсем пурлăх прависене регистрациленĕ. Çакна палăртмалла - Вăрмар хула тăрăхĕнче нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтересси чи малтанах уйрăм çуртсем лартма çĕр лаптăкĕсем çуккипе çыхăннă. Çĕрпе усă куракан строительство тумалли участоксем санитари хÿтлĕхĕпе çыхăннă зонăсене кĕреççĕ. Вăрмар район хула тăрăхĕн администрацийĕ черетре тăракан çынсене урăх категорири çĕрсене илме сĕнеççĕ, анчах та черетре тăракансенчен чылайăшĕ çĕр пайĕсене уйрăм çурт тума илесшĕн.
Çавна май, çывăхри Арапуç ял тăрăхĕнчи ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ 6 гектар çĕр лаптăкне халăх пурăнакан çĕр пайне куçарасшăн, çавна май Вăрмар поселокне çывăх Çĕнĕ Кавал ялĕн чиккине кĕртесшĕн.
Источник: "Урмарская районная газета"
Источник: "Урмарская районная газета"