Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр участокĕсен мониторингĕ

03 декабря 2015 г.

Мĕн авалтанпах пирĕн енре çĕр пысăк хисепре пулнă. "Çĕр хуçасăр хăр тăлăх пекех" тени паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман кăна мар, унăн актуаллăхĕ ÿсрĕ те.

Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ çĕрсен патшалăх мониторингне ирттерессин шайĕнче республика çĕрĕсене тĕпчесси çине сахал мар тимлĕх уйăрать. Çакă вăл чи малтанах çĕр участокĕсен хуçисем вĕсемпе пачах усă курманнин е тата ирĕк панă тĕллевпе усă курманнин тĕслĕхĕсене тупса палартассипе çыхăннă. Асăннă ĕçе хуласенче те, республика районĕсенче те туса пыратпăр. 2015 çултан тытăнса вара ку ĕçе система мелĕпе йĕркелеме тăрăшатпăр. Тепĕр майлă каласан, тĕпчевсем ирттерессине кашни кварталтах йĕркелетпĕр. Вăл шута ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемсĕр пуçне тĕпчев ирттерекен вырăнти пур çĕр участокĕ те кĕрет.

Ĕç эффективлăхне ÿстерес тĕллевпе тĕпчевсене дистанци мелĕпе йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Росреестрăн "Публичная кадастровая карта" сервисĕ, картографин уçă материалĕсемпе (Яндекс, Google карттăсем т. ыт. те) усă курма май паракан SAS планета программа, ортофотоплансем, Роскосмос 2014 тата 2015 çулсенче тунă космос сăн ÿкерчĕкĕсен материалĕсем çĕрпе усă курнин мониторингне ирттерессипе чи кирлĕ майсем пулса тăчĕç. Асăннă практика кăçалхи апрель уйăхĕнчен тытăнса сентябрь уйăхĕччен 3470 çĕр участокне (иртнĕ çул çав вăхăтра - 1907) тĕпчеме май пачĕ. Вăл шутран 1048 çĕр участокĕ - çынсен килти хуçалăхне аталантарма уйăрнисем, 1813 - харпăр хăйĕн çурт-йĕрне çĕклеме уйăрнисем, 609 - ытти тĕллевпе уйăрнисем.

Дистанци мелĕпе тата вырăнсене тухса тĕпчевсем ирттерни тата пухнă информацие тĕпчени çавна кăтартса пачĕ. Хуçисем 760 çĕр участокĕпе (вăл шутран 187 - килти хушма хуçалăха аталантарма уйăрнисем, 511 - харпăр хăйĕн çурт-йĕрне тума уйăрнисем, 62 - ытти тĕллевпе уйăрнисем) пачах усă курмаççĕ. Ирĕк панă майпа усă курманнисем 179 тупса палăртнă (вăл шутран 13 - килти хушма хуçалăха аталантарма уйăрнисем, 77 - харпăр хăйĕн çуртне тума уйăрнисем, 89 - ытти тĕллевпе уйăрнисем).

Тĕпчевсем ирттерсе пухнă даннăйсемпе патшалăх çĕр надзорне ирттернĕ чухне усă курĕç. Вăл шутра çĕр хутшăнăвĕсен объекчĕсен административлă тĕпчевĕн мероприятийĕсене ирттернĕ чухне те.

Çавна та хушса каламалла. 2015 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчен тытăнса çĕр законодательствине пăснăшăн административлă майпа явап тыттарасси самай çирĕпленчĕ. Хăш-пĕр тĕслĕхсенче административлă штрафсен виçи темиçешер хут ÿсрĕ. Кунсăр пуçне право йĕркине пăснăшăн уйрăм тĕслĕхсенче штрафа çĕр участокĕн кадастр хакне кура палăртассине те пăхса хунă.

Республикăра çĕрпе пĕлсе, перекетлĕ усă курассин проблемине татса парассипе ĕçсене çапла майпа комплекслă йĕркелени усă курман тата ирĕк паман тĕллевпе усă куракан çĕр участокĕсен шутне самай чакарма май парĕ, çĕрĕн вара чăн-чăн хуçа пулĕ.

М. ИВАНОВА, Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика