Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр тимлĕх ыйтать

04 декабря 2015 г.

"Пĕремĕкпе те, чĕн пиçиххипе те", - теççĕ-и-ха халăхра? Çак каларăш çĕр ыйтăвне тапратнă чухне аса килессе шутламанччĕ. Анчах шăпах çапла калама пулать пушă выртакан çĕрсем пусă çаврăнăшне епле кĕрсе пыни пирки. Чĕн пиçиххинчен пуçлар. Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене хỹтĕ-лес, лайăхлатас тĕллевпе ятарлă ĕçсем ирттерменшĕн лаптăка туртса илме пултарасси - тахçанах çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Çакă пуш сăмах маррине - Россельхознадзор Раççейĕпе 2013-2014 çулсенче 43,5 пин гектара туртса илес ĕç пуçарни те çирĕплетет. Тепĕр самант - çĕр налукне ỹстернĕ ставкăпа тỹлеттерни. Пĕлтĕр саккунсем улшăннă хыççăн ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă курассин йĕркисене пăхăнманран пуçарнă административлă ĕçсен материалĕ- сене налук службине ярса пама тытăнчĕ Россельхознадзор. Вĕсене тĕпе хурса çĕр налукне ỹстернĕ ставкăпа тỹлеттерĕç те. Çакна хăшĕ-пĕри туйса та илчĕ пулĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ налук службине 55 административлă ĕçĕн материалне ярса панă. Çавсем тăрăх пысăклатнă ставкăпа шутланă налуксен квитанцийĕсене хăш-пĕр çыннисем ку таранччен илчĕç те пулĕ. Сăмах май, налук службинчен пĕлтернĕ тăрăх, çак материалсем тăрăх тỹлеттерекен налук 900 пин тенкĕ ытла та пулса каять. Палăртмалла, çак укçа вырăнти ял тăрăхĕ-сен бюджетне пуянлатĕ. Россельхознадзорăн республикăри уп-равленийĕ 2015 çулта 9 уйăх хушшинче пуçарнă 104 административлă ĕçĕн материалĕсене налук службине ярса панă. Кăçал çĕр саккунĕсене уяман çынсен çĕр налукне тепĕр çул самай нумайрах тỹлеме тивĕ. Тỹрĕ кăмăллă харпăрçă çĕрĕн кадастр хакĕнчен 0,3 процент налук тỹлет пулсан, административлă яваплăх тытнă çыннăн налукĕ кадастр хакĕнчен 1,5 процент пулĕ. Кунсăр пуçне, çĕре тĕллевлĕн усă курманшăн тỹлеттерекен штарфсен виçи 2015 çулхи март уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа палăрмаллах ỹснĕ. Уйрăм çынсен тĕлĕшпе - лаптăкăн кадастр хакĕнчен 0,3 - 0,5 процент, анчах та 3 пин тенкĕрен кая мар, должноçри çынсен тĕлĕшпе - лаптăкăн кадастр хакĕнчен 0,5 - 1,5 процент, анчах та 50 пин тенкĕрен кая мар, юридици вăйĕнчи çынсен тĕлĕшпе - лаптăкăн кадастр хакĕ-нчен 2 - 10 процент, анчах та 200 пин тенкĕ-рен кая мар. Унччен усă курман лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртме хавхалантармашкăн шантаракан патшалăх пулăшăвĕ шăп çав пĕремĕк шутĕнче пултăр та. Витĕмĕ-и? Управленин постановленийĕсене пурнăçланă май кăçалхи 9 уйăхра 3634,3 гектар (пĕлтĕр вара - 4558 гектар) пусă çаврăнăшне кĕртнĕ - çак кăтартусем мĕн çинчен те пулсан калаççех пулĕ. Анчах та çакна валли вăй çитереймесен, сăмахран, çĕр хуçисем - ватлăхри çынсем, республикăра юлашки çулсенче лаптăксене арендăна парас туртăм вăйлансах пыни çакăнпа та çыхăннă-тăр. Пай çĕрсенчен хăйсен ирĕкĕпе "отказ" çыракансен йышĕ те ỹссе пырать. Пĕлтĕр, калăпăр, тĕрĕслевсем хыççăн пĕтĕмпе 72,67 гектар тĕлĕшпе çак ыйтăва çĕкленĕ пулсан, кăçал - 120,425 гектар тĕлĕшпе. Сăмах май, патшалăх çĕр асăрхав пайĕн инспекторĕсем каласа панă тăрăх, чылай чухне ялхуçалăхĕсем мар, уйрăм çынсем çакнашкал шухăш патне пырса тухаççĕ. РФ Конституцийĕн 9 статйипе килĕшỹл- лĕн ана çĕре тата çутçанталăкăн ытти ресурсĕсене çав территорире пурăнакан халăхсен пурнăçĕн тата ĕç-хĕлĕн тĕревĕ пек упрамалла. Ку принципа тĕпе хураççĕ те тĕрĕслевпе асăрхав ĕçĕнче. Çĕр хуçисем вара?

Надежда ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика