11 ноября 2015 г.
Ноябрĕн 7-мĕшĕнче ĕç тăвакан тата муниципаллă влаç органĕсемпе ирттернĕ видеоконференцире Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çивĕч ыйтусем çĕклерĕ.
Чăваш Республикинче граждансене пурăнма юрăхсăр авариллĕ çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарнин кăтартăвĕпе строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Герасимов паллаштарчĕ. Тĕллевлĕ программăпа Чăваш Ене 5 млрд тенкĕ ытла уйăрнă. 2013-2017 çулсенче Чăваш Республикинче юрăхсăра тухнă нумай хваттерлĕ 853 çурта ишсе аркатма палăртнă. Кăçал регионта программăн иккĕмĕш тапхăрĕ пурнăçланать. Паянхи кун тĕлне 1262 çынна хваттерсемпе тивĕçтерме ĕлкĕрнĕ.
Асăннă программа пирĕн тăрăхра та ăнăçлă пурнăçланса пырать. Унпа килĕшỹллĕн, районта пурăнакан 73 çынна хăтлă çуртсене куçарма палăртнă. Пĕрремĕш тапхăрта (2013-2014 çулсем) çынсене 6 хваттерпе тивĕçтернĕ. Иккĕмĕшĕнче (2014-2015 çулсем) 10 хваттер туяннă. Программăн виççĕмĕш тапхăрĕпе те ĕçе кỹлĕннĕ. Ку тапхăрта 8 хваттер туянмалла пулсан, 4-ăшне туяннă та ĕнтĕ.
Видеоканашлура сỹтсе явнă тепĕр ыйту - "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО умĕнчи парăмсем çинчен. Комсомольски районĕн çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн çак общество умĕнче парăм çук, вăхăтра тỹлесе пынă.
"Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси" Указ вăя кĕнĕренпе Чăваш Енре 6550 çемьене шута илнĕ. 3626-ăшне çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ те ĕнтĕ. Комсомольски районĕнче те асăннă Указа пурнăçлас тĕллевпе чылай ĕç туса ирттернĕ. 2015 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă 193 çемьене шута илнĕ. Вĕсенчен 78-шĕ уйрăм çурт лартас шутлă, килти хушма хуçалăха аталантарма çĕр ыйтакансем - 114, дача лартма 1 çемье кăмăл тăвать. 169 çĕр участокне йĕркеленĕ (33,8 га), нумай ачаллă 154 çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ.
Кăçалхи 10 уйăхра 47 çĕр участокĕ панă: Чĕчкен ял поселенийĕнче - 1, Александровка ял тăрăхĕнче - 3, Урмаел ял тăрăхĕнче - 43. Çулталăк вĕçлениччен тата 8 çемьене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерме палăртнă.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"
Источник: "Каçал Ен"