Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

10 сентября 2015 г.

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Ларăва пухăннисем  «Чӑваш Республикинче ӗҫ рынокӗн регионти уйрӑмлӑхӗсене палӑртакан коэффициента 2016 ҫул валли ҫирӗплетесси ҫинчен» саккун проектне пăхса тухнă. Асӑннӑ документ уйрӑм ҫынсен тупӑшӗсенчен илекен налука уйрӑм ҫынсем патӗнче тара кӗрӗшсе патентпа ӗҫлекен ют ҫӗршыв гражданӗсем, ҫавӑн пекех юридически сӑпатсем тата Раҫҫӗй Федерацийӗн территорине визӑсӑрах килсе ҫӳрекен уйрӑм предпринимательсем валли шутласа палӑртмалли уйрӑмлӑхсене ҫирӗплетет. Саккун проекчĕ 2016 çул валли регионăн коэффициентне 2015 çулхи пек йышăнса хăварма хистет. Ял хуçалăх ĕçĕ валли уйăрнă çĕр лаптăкĕн хакĕ пирки калакан саккун проектне Чăваш Республикин Патшалăх Канашне пăхса тухма тăратнă.  Михаил Игнатьев саккун проектне специалистсем тĕплĕн тишкернипе тишкерменни пирки кăсăкланнă. Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов палăртнă документ граждансен прависене пăсманнине каланă. Ларăва пухăннисем 2016 çулта пенсионерсен пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçи пирки те канашланă, вăл 7391 тенкĕпе танлашассине саккун проектне пăхса тухнă. Укçа виçи 2015 çулхипе танлаштарсан, 28 процента çити ӳснĕ.  Раççей Федерацийĕн Пенси Фончĕн Чăваш Енри Уйрăмĕ пенсине 19 пин патнелле ватă илессине палăртса хунă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче патшалăх контракчĕсемпе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Михаил Игнатьев лару-тăрăва çирĕп тишкерме сĕннĕ. «Республикăра ĕçлес текен подрядчиксем сахал мар. Паянхи куна пĕр предприяти те тăкакпа ĕçлемест. Пирĕн тĕп тĕллев – подрядчиксене ултавпа ĕçлессинчен пăрасси. Вĕсен хăйсем çине илнĕ яваплăха туллин таса чунпа пурнăçламалла», - çирĕппĕн каланă регион ертӳçи. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов культура объекчĕсене упраса хăварассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Михаил Игнатьев Культура министерствине асăннă ыйтупа республикăри муниципалитетсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме хушнă. Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика