08 июля 2015 г.
Çĕр мĕн авалтанах ун çинче ĕçлекеншĕн чи хакли пулнă. Вăл халăха тăрантарнă та, тумлантарнă та. Юлашки çулсенче çĕрпе пахалăхлă усă курассинче çитменлĕхсем пуррине час-часах тупса палăртнă тĕслĕхсем пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.Валеçсе панă пай çĕрсемпе те хăшĕсем усă курмасăр çумкурăк кашлаттараççĕ. Çавăнпа та Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăçалхи январĕн 21-мĕшĕнче Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче 2015 çул вĕçленнĕ тĕле хуçасăр тата усă курман çĕр лаптăкĕсене муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетессине 85 процента çитерме палăртнă.
Çĕр ыйтăвĕпе пирĕн районта та ĕçсем пыраççĕ. Уйрăмах çынсем усă курман пай çĕрĕсене муниципалитетсен харпăрлăхне çирĕплетессипе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме тивет, мĕншĕн тесен кашни гектар çĕр лаптăкĕ усă кÿмелле. Муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетнĕ çĕр участокĕсене арендăна пама та, сутма та пулать.Çакă ял тăрăхĕсен бюджечĕсене пуянлатма та пулăшĕ.
Çĕрпе районта еплерех усă курнине райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн специалисчĕсем тăтăшах интересленсе вырăна тухса çÿреççĕ. Акă, нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ-ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов тата ытти специалистсем «Владина-Агро» хуçалăхра пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Вĕсем Энтрияль ял тăрăхĕн сухаланмасăр выртакан çĕрне пусă çаврăнăшне кĕртме тытăннă. Эпир пынă вăхăтра 300 гектар çĕре дискланă, 4 трактор плуг çакса 150 гектар çĕре сухаланă. «Пусă çаврăнăшне кĕртнĕ çĕр çине кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем акса хăварасшăн», - тет «Владина-Агро» тулли мар яваплă общество руководителĕн заместителĕ Н.Мартынов. Хуçалăхра çулсерен кĕрхи ыраш акассине ÿстерсе пыраççĕ. Ку тăрăхра ыраш ăнса пулать, çакна ĕçлĕ ушкăн халĕ ÿсекен ыраш участокне кайса курсан та ĕненчĕ. Кăçал хуçалăхра 235 гектар çинче çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварнă, çав шутра 115 гектарĕ çурхи тулă тата 120 гектарĕ çинче урпа çитĕнет. Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем 550 гектар йышăнаççĕ, çав шутран 445 гектар ыраш, 105 гектар çинче кĕрхи тулă мăнаçлăн кашласа лараççĕ.
Урмарская районная газета "Херле ялав" (Красное знамя)