15 мая 2015 г.
2011 çултан тытăнса нумай ачаллă çемьесене патшалăх тỹлевсĕр çĕр участокĕ парса хавхалантарать. Райадминистрацин экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна районĕ- пе черете тăнă 48 çемьерен 43-шне тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Акă нумаях пулмасть кăна çав шутран 32-шĕ çĕр участокĕсем вырнаçнă çĕре çитсе курчĕ, специалистсем пулăшнипе хăйсен çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртса хăварчĕ. Халĕ асăннă çемьесен алăра çĕр участокне тивĕçнине çирĕп-летекен свидетельство кăна мар, çĕр лаптăкĕ те пур. Эппин малашлăх планĕсене палăртма та пулать.
Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)