14 мая 2015 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ытларикун правительствăн çĕрсене патшалăх кадастрĕ тĕлĕшĕнчен хаклассипе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ирттерчĕ. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ, налук хумалли çĕрсен кадастр хакĕсене палăртассишĕн çирĕплетнĕ патшалăх килĕшĕвĕ еплерех пурнăçланнине пĕлтерчĕ. Çав çĕрсене сад, пахча, дача пĕрлешĕвĕсен лаптăкĕсем кĕмеççĕ.
Комисси Улатăр, Патăрьел, Куславкка, Çĕмĕрле, Муркаш, Шупашкар районĕсенчи çĕрсен кадастр хакĕсене палăртас тĕллевпе пурнăçламалли ĕçсен хакĕсене уçăмлатакан сăлтавсене сÿтсе яврĕ. Вĕсемпе "КО-ИНВЕСТ" общество хаклавçисем паллаштарчĕç.
Комисси членĕсем хаксем мĕншĕн тĕрлĕ районта пĕрешкел ÿсменнипе кăсăкланчĕç. Обществăна комисси асăрхаттарăвне шута илсе ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен кашни лаптăкĕн кадастрăн пирвайхи хакĕсене çĕнĕрен пăхма, ЧР Экономика министерствине ООО хатĕрлесе çитернĕ хаксене сÿтсе явассине йĕркелеме сĕнчĕç.
Источник: "Хыпар"