14 мая 2015 г.
Çĕр усă кÿме тивĕç. Вăл ахалех выртать, хуçи ăна юхăнтарса янă-тăк - явап тытма тивет. Элĕк районĕн прокуратури тупса палăртнă тĕслĕх шăпах çак ретрен.
«Плодородие-Лукоянов» ООО /Чулхула облаçĕ/ саккуна уяманнине тăрă шыв çине кăларнă. Вăл - Элĕк районĕнчи Питĕшкасси тата Крымсарайкă ял тăрăхĕсен территорийĕнчи ялхуçалăх тĕллевлĕ çĕр лаптăкĕсен хуçи. 1061 гектар çĕрпе вара тырпул çитĕнтерме те, ялхуçалăх производствипе çыхăннă ытти тĕллевпе те усă курман. Иртнĕ çул кăна та мар, харпăрлăх правине регистрациленĕ хыççăн виçĕ çул çав лаптăксем плуг курман, унта утă çулса илмен, кĕтÿ çÿретмен. Çĕр çеремленсе-тĕмескеленсе кайнă, лаптăксене тĕпĕ-йĕрĕпе çумкурăк ярса илнĕ, вырăн-вырăнпа тĕмсем хунама ĕлкĕрнĕ.
Прокуратура пĕтĕмлетнĕ тăрăх - «çĕр лаптăкĕсем çинче агротехника мероприятийĕсем ирттернин паллисем çук, ялхуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене тата тăпрана лайăхлатас, хÿтĕлес енĕпе обязательнăй йĕркепе пурнăçламалли требованисемпе мероприятисем çине алă сулнă».
Район прокурорĕ тулли мар яваплă общество тĕлĕшпе РФ КоАПĕн 8.8 статйин 1.1 пайĕпе административлă ĕç пуçарнă. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн йышăнăвĕпе «Плодородие-Лукоянов» ОООна 700 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Н.АНТИПОВ.
Источник: "Хыпар"