06 мая 2015 г.
Паянхи кун пур тытăмри бюджета та тупăшсемпе пуянлатмалли майсемпе туллинрех усă курмалли задача тăрать. Патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхпа, çĕрпе эффективлăрах усă курасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕпе Ирина Геннадьевна УСТЕНКОПА çак ĕç мĕнле пулса пыни пирки сăмах пуçартăмăр.
-Кирек мĕнле регионта та приоритетлă тĕллевсенчен пĕри _ харпăр хăйĕн тупăшĕсене ỹстересси, çав шутра муниципалитет пурлăхĕпе эффективлă усă курасси. Пирĕн республикăра мĕнле пурнăçласа пыраççĕ-ши ăна, Ирина Геннадьевна?
-Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курассине хальхи вăхăтра патшалăх харпăрлăхĕн структурине оптимизацилессин, республика харпăрлăхĕнчи май пур таран ытларах объекта хуçалăх çаврăнăшне кĕртессин, çапла майпа республика бюджетне налукпа çыхăнман тупăшсене ытларах пухассин принципĕсене тĕпе хурса туса пыратпăр. "Патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхне эффективлă усă курни бюджетăн тупăш пайне ỹстермелли тĕп çăлкуçсенчен пĕри пулса тăрать", - тесе палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та.
2015 çулхи апрель уйăхĕ тĕлне муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхпа, çĕр пайĕсемпе эффективлă усă курнипе вырăнти бюджетсене 409,3 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, ку кăтарту 25 процент пысăкрах.
Кăçал пĕрремĕш кварталта муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курнипе налукпа çыхăнман тупăш, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, Вăрмар (7 хут), Шăмăршă (2,8 хут), Шупашкар (2,7 хут), Куславкка (1,9 хут), Патăръел (1,8 хут), Канаш (1,7 хут) районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар хулинче (2,1 хут) ытларах кĕнĕ.
Патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курнипе кĕнĕ укçа-тенке муниципалитетсен социаллă ыйтăвĕсене татса пама, халăх пурнăçне лайăхлатма яраççĕ.
-Патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курнипе кĕрекен налукпа çыхăнман тупăшсем пирки пĕлтереймĕр-ши?
-Налукпа çыхăнман тупăшсем патшалăх тата муниципалитет пурлăхне приватизациленинчен, арендăна панинчен, çĕр участокĕсемпе усă курнинчен е сутнинчен, акцисем сутнинчен тата ытти майпа пухăнаççĕ.
-Ирина Геннадьевна, Тăвай районĕнчи бюджета налукпа çыхăнман тупăшсемпе епле пуянлатаççĕ?
-2015 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр участокĕсемпе усă курнинчен 795,1 пин тенкĕ пырса кĕнĕ Тăвай районĕн бюджетне. Çав шутра çĕре арендăна панипе - 391,2 пин тенкĕ (49,2 процент). Пурлăха приватизациленинчен 185,7 пин тенкĕ, çĕр участокĕсене сутнинчен - 179,5 пин тенкĕ тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха арендăна панинчен - 38,7 пин тенкĕ.
-Муниципалитет хыснине хăшĕ ытларах тупăш кĕртет-ши?
-Пурлăха приватизацилени. Патшалăх харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курассине йĕркелесе пынинчен илнĕ пĕтĕмĕшле тупăш шайĕнче вĕсене приватизациленинчен илнĕ тупăш шайĕ 41 процентпа (168,1 миллион тенкĕ) танлашать.
-Ирина Геннадьевна, кăçал муниципалитет харпăрлăхĕнчи мĕн чухлĕ пурлăха арендăна панине те пĕлесшĕн вулакансем.
-Кăçал январь-март уйăхĕсенче муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха тата çĕр участокĕсене арендăна панипе 201,4 миллион тенкĕ пухăннă. Районсенчи муниципалитетсен тата хуласен администрацийĕсем пурĕ 194,2 тăваткал метр чухлĕ муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха тата 198,7 пин гектар çĕр участокĕ арендăна панă.
2015 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха арендăна илнĕшĕн тỹлемелли парăм 350,6 миллион тенке çитнĕ. Енчен те арендаторсем хăйсен ирĕкĕпе парăмсемпе вăхăтра татăлмаççĕ пулсан, вĕсене суд урлă шыраса илеççĕ.
-Налукпа çыхăнман тупăшсем пирки те манар мар-ха? Вĕсене ỹстермелли мĕнле майсем пур-ши?
-Çакăн пирки иккĕленмелле мар, пур паллах. Муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхпа эффективлă усă курни вырăнти бюджетсене налукпа çыхăнман тупăш ытларах кĕртнинче те палăрать. Усă курман çĕрсене ĕçлесе хатĕрлени те бюджета пуянлатма май парать.
-Ирина Геннадьевна, усă курман çĕрсене хуçалăх çаврăнăшне епле кĕр-теççĕ-ши?
-Пирĕн республикăра çĕрпе, çав шутра юхăннă çĕр ресурсĕсемпе усă курассин эффективлăхне ỹстерессипе чылай ĕçлеççĕ. Халăх инвентаризацийĕсем ирттереççĕ. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ 2014 çулхи октябрьте вĕçленнĕ, усă курман, пушă 2090 çĕр участокĕ тупса палăртнă.
Хальхи вăхăтра инвентаризацин иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Тупса палăртнă çĕр участокĕсене йĕркелес, вĕсене малашне инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме тата пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли усă курма хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ.
Хатĕрлесе çитернĕ пур çĕр участокне те ирĕклĕ çĕр участокĕсен пĕрлехи информаци ресурсне кĕртетпĕр. Çакă бюджетсен тупăш шайне ỹстерме, ресурссене социаллă проектсем валли уйăрма май парĕ.
Тупса палăртнă 357 гектар чухлĕ, пурĕ 568 çĕр участокне хатĕрлесе çитернĕ, патшалăх кадастр учетне тăратнă. Инвентаризацин иккĕмĕш тапхăрĕ 2015 çулхи декабрь уйăхĕнче вĕçленет.
Пичете А.НИКИТИНА хатĕрленĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"