27 марта 2015 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕнер Правительствăн Чăваш Республикин патшалăх пурлăхне тытса тăрассин тухăçлăхне тĕрĕслекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Унта республикăн ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем хутшăннă.
Федерацин патшалăх регистраци службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин заместителĕ Татьяна Расколова республикăри куçми пурлăх объекчĕсен кадастр хакне çĕнетнин ыйтăвĕпе калаçнă. Шупашкар хулинче кадастр хакне улăштарнă тĕслĕх уйрăмах нумай. Унтан - Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере. Ытти муниципалитетра унашкал лаптăксен тÿпи пысăк мар.
ЧР пурлăх министрĕн заместителĕ Наталья Тимофеева кадастр хакĕ тĕлĕшпе судсем урлă тавлашни çинчен каласа панă. Арендаторсем тата çĕр лаптăкĕсен хуçисем çав çĕрсен кадастр хакне пĕчĕклетсе çирĕплетессинчен сыхланас тĕллевпе влаç органĕсене тивĕçлĕ комисси ларăвĕсене, суд процесĕсене хутшăнма, хаклавçăсем йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртас енĕпе çине тăрса ĕçлеме, çав тĕслĕхсем çинчен право хуралĕн органĕсене пĕлтерме сĕннĕ.
Çавăн пекех ларура муниципалитетсен харпăрлăхĕнчи пурлăхпа, çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлăрах усă курас, вĕсемшĕн аренда укçине вăхăтра тÿлеменнипе капланнă парăма шыраса илес енĕпе пуçаруллăрах пулмаллине палăртнă. Çав шутра - парăмсене суд урлă ирĕксĕрлесе шыраса илесси те.
Н.ЯКОВЛЕВА
Источник: "Хыпар"