06 марта 2015 г.
Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин 2014 çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ ĕнтĕ. Çавна май пирĕн корреспондент унăн министрĕ А.И.Кузьмина хаçат вулаканĕсене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтнă.
-Анатолий Иванович, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: "Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе тухăçлă усă курни бюджетăн тупăш пайне ỹстермелли тĕп çăл куçсенчен пĕри пулса тăрать", терĕ. Унпа усă курнипе бюджета пырса кĕнĕ тупăшсем çинчен каласа памăр-и? Çав шутра Тăвай районĕн тỹпи еплерех?
-2014 çулта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне налуксен шутне кĕмен тупăшсем 2,5 миллиард тенкĕ ытла пырса кĕнĕ, ку вăл 2013 çулхинчен 3 процент, 2011 çулхинчен 34,8 процент нумайрах.
Пĕлтĕр республикăн патшалăх пурлăхĕпе усă курнипе тата ăна йĕркелесе тытса пынипе республика хысни 590,5 млн. тенкĕ пуянланнă. Вырăнти бюджетсене муниципаллă пурлăхпа тата çĕр участокĕсемпе усă курнинчен 1941,0 млн. тенкĕ е умĕнхи çулхипе танлаштарсан 138 процент чухлĕ укçа пырса кĕнĕ. Сăмах май каласан, 2008-2010 çулсенче патшалăх пурлăхĕпе усă курнипе республика бюджетне 1442 млн. тенкĕ кĕнĕ.
Тăвай район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вырăнти бюджет асăннă майсемпе 9 млн. тенкĕ е умĕнхи çулхинчен 1,9 хут ытларах пуянланнă. Налук мар тупăшсен пысăк пайĕ çĕр лаптăкĕсем сутнинчен кĕнĕ - 5,4 млн. тенкĕ (2013 çулхинчен 2,8 хут пысăкрах), çĕр лаптăкĕсене арендăна панинчен - 2,4 млн. тенкĕ (31 процент ытларах).
-Патшалăх пурлăхне приватизациленин ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллашма пулĕ-и?
-Республика харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курнинчен пулакан пĕтĕм тупăшăн 40 проценчĕ (пурĕ 226,08 миллион тенкĕ) патшалăх пурлăхне приватизациленинчен, çав шутран 200,38 миллион тенки акцисем, 25,7 миллион тенки ытти пурлăха сутнинчен пырса кĕнĕ. Унсăр пуçне, республика бюджетне приватизаци тунă объектсем йышăннă çĕр лаптăкĕсене сутнинчен 30,3 миллион тенкĕ хушăннă.
Патшалăх пурлăхне приватизацилессин йĕрки çинчен уççăн пĕлтерни тата унта хутшăнма кăмăл тăвакансене пурне те пĕр пек майсем туса пани приватизаци ĕçĕ-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕ пулса тăрать. Çакна тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пынăран 2014 çулта республика пурлăхне торги туса сутнă, унта туянма пултаракан 448 çын хутшăннă. 2011 çулта торгие 156 çын хутшăннă пулнă. Суту-илỹ тунин тухăçлăхĕ (малтан палăртнинчен хаклăраха сутни) иртнĕ çул 41,2 миллион тенкĕпе (2011-2014 çулсенче пĕтĕмпе 178,5 миллион тенкĕпе) танлашнă. 2008-2010 çулсенче çак ĕçе тухăçлă йĕркелеймен пулнă, çавăнпа республика пурлăхне малтан палăртнă хакран 61 миллион тенкĕ йỹнерехе сутнă.
-Куçман пурлăх объекчĕсен тата çĕр лаптăкĕсен тĕлĕшĕнчи ĕç-хĕле йĕркелесе пырассине мĕнле хак паратăр?
-Патшалăхăн куçман пурлăх объекчĕсене арендăна парса усă курнинчен иртнĕ çул 205,1 миллион тенкĕ е виçĕм çулхинчен 22 процент ытларах укçа-тенкĕ илме май килнĕ.
2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 120 ытла куçман пурлăх объектне (пурĕ 119,1 пин тăваткал метр) тата 865 çĕр лаптăкне (пурĕ 10,9 пин гектар) арендăна панă. (Танлаштарма: 2013 çулта 76,8 тăваткал метр куçман пурлăх объектне тата 684 çĕр лаптăкне (7,3 пин гектар) арендăна панă пулнă).
2011-2013 çулсенче республика пурлăхне арендăна парас тĕлĕшпе килĕшỹсем çирĕплетнин тата аукционсем ирттернин тухăçлăхĕ, 2008-2010 çулсенчи тапхăртипе танлаштарсан, 3 хута яхăн ỹснĕ. Çавна май Чăваш Республикин бюджетне 44,1 миллион тенкĕ хушма укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ.
-Хуçасăр çĕр пайĕсен Пĕрлехи информаци ресурсĕсен базине туса хуни çинчен пĕлес килет.
-Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче пуринчен малтан хуçасăр çĕр пайĕсен Пĕрлехи информаци ресурсĕсен базине йĕркеленĕ. Çапла майпа 2013 çултан тытăнса унта Чăваш Республикинчи патшалăх харпăрлăхĕнче, муниципалитет харпăрлăхĕнче, çавăн пекех патшалăх харпăрлăхне палăртман çĕр лаптăкĕсене шута илеççĕ. Çак çĕрсемпе эконом-класс йышши çурт-йĕр хăпартма, промышленноç паркĕсем валли уйăракан объектсене, бизнес-инкубаторсем тата ытти тĕрлĕ территорие аталантарма усă курма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра Пĕрлехи информаци ресурсĕсен базинче 205 çĕр лаптăкне №пурĕ 552 гектар№, çав шутран пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли 86 лаптăк _ 222 гектар, инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртме 119 лаптăк - 330 гектар шута илнĕ. Тăвай районĕнче пурăнмалли çурт-йĕр строительстви тĕллевĕпе 2 çĕр лаптăкне (0,6 гектар) Пĕрлехи информаци ресурсĕсен базине кĕртнĕ.
-Ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕр лаптăкĕсене регистраци тăвассин ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле пырать?
-Раççей Федерацийĕнче ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсем уйрăмах пысăк хака тивĕçлĕ. Чăваш Республикин çĕр фончĕн структуринче ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсем 55 процент йышăнаççĕ, вĕсем, пĕтĕмпе илсен, 1009,3 пин гектар (çав шутран 543,4 пин гектарĕ - çĕр пайĕсем) шутланаççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев çĕр хутшăнăвĕсене йĕркелессинчи ĕçсене тивĕçлĕ шайра пурнăçлассине малтанхи вăхăтран тытăнсах тĕп тĕллевсен вырăнне хучĕ. Çавна май республикăра 2011 çултан тытăнсах ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсен тĕлĕшпе харпăрлăх прависене çирĕплетессипе пикенсе ĕçлеме тытăннă. 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикипе ял хуçалăх тĕллевлĕ пай çĕрĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 65 процентне е урăхла каласан, 354 пин гектарне харпăрлăх правине регистрациленĕ.
Республика территорийĕнчи хăй тытăмлăх органĕсем хуçасăр çĕр пайĕсене 231,4 пин гектар тупса палăртнă. Çав шутран 96,2 пин гектарне ытла (42 процентне) муниципалитет харпăрлăхне илнĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене тухăçлă ĕçлеме майсем туса парас тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче хуçасăр çĕрсене муниципалитет харпăрлăхне илес ĕç малалла пырать. Хальхи вăхăтра 31,6 пин гектар çĕре (муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕрсен 33 проценчĕ) патшалăх кадастр учетне илнĕ, 4,5 пин гектар çĕр лаптăкне сутма торги ирттересси çинчен пĕлтернĕ, 1,2 пин гектарне харпăрлăха, 11,9 пин гектарне арендăна панă. Апла пулин те ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен 40 пин ытла гектарĕ сухаланмасăр юлать. Хут ĕçĕсене кирлĕ пек туса çитереймен пирки çĕрсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртесси кая юлса пырать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев муниципалитетсен умне хуçасăр çĕр пайĕсемпе вырăнлă усă курассине тата бюджетăн тупăш пайне пысăклатассине тивĕçтерме вĕсене муниципалитет харпăрлăхне шута илмелли ĕçе икĕ çулта вĕçлеме тĕллев лартнă.
Тăвай районĕнче пĕтĕ-мĕшле харпăрлăхри çĕрсем 20085 гектар шутланаççĕ. Регистраци тунă пай çĕрĕсен пĕтĕм лаптăкĕ 17652 гектарпа (88 процент) танлашать. 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне хуçасăр çĕр пайĕсене 10553 гектар (пай çĕрĕсен пĕтĕм лаптăкĕн 53 проценчĕ) тупса палăртнă. 7161 гектарне муниципалитет йĕркеленĕ - вĕсен харпăрлăхне регистрациленĕ. Регистрациленĕ çĕр пайĕсен 21 процентне - 1474 гектарне патшалăх кадастр учетне илнĕ.
-Хуçасăр çĕр лаптăкĕсене "халăх инвентаризацийĕ" тăвасси мĕнле пырать?
-"Халăх инвентаризацийĕн" пĕрремĕш тапхăрĕнче (вăл 2014 çулхи юпа уйăхĕнче вĕçленнĕ) 2 пин ытла хуçасăр е тухăçсăр усă куракан çĕр лаптăкне (пурĕ 663 гектар) тупса палăртнă. Хальхи вăхăтра çак ĕçĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Тĕллев _ вĕсене кирлĕ пек йĕркелесси тата çаврăнăша кĕртесси. Йĕркелесе çитернĕ ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсем пурри инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртессине тата пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхне тата калăпăшне ỹстересси çине пысăк витĕм кỹрет. Йĕркелесе çитернĕ ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсене Пĕрлехи информаци ресурсĕсен базине кĕртеççĕ. "Халăх инвентаризацийĕ" вăхăтĕнче Тăвай районĕнче пушă выртакан тата тухăçсăр усă куракан 15 çĕр лаптăкне (пурĕ 2,4 гектар) тупса палăртнă. 6 çĕр лаптăкне (0,92 гектар) патшалăх кадастр учетне илнĕ.
-Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси кирлĕ шайра пулса пырать-и?
-2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче çĕр лаптăкĕсем уйăрса пама тивĕçлĕ 5379 нумай ачаллă çемьене шута илнĕ, 3143 çемьен ыйтăвне тивĕçтернĕ. Республикипе илсен нумай ачаллă çемьесен 58 процентне çĕр лаптăкĕсем панă.
2015 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕ тĕлне Тăвай район администрацийĕнче нумай ачаллă 84 çемьене тỹлевсĕр çĕр уйăрса пама шута илнĕ. Вĕсен 53 процентне çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"