Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр саккунне пăхăнмаççĕ

04 марта 2015 г.

Район прокуратури çĕр тĕрĕслевĕн сферинче саккуна пăхăннине тĕрĕслерĕ, çитменлĕхсем тупса палăртрĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн производство çĕр тĕрĕслевне çĕр лаптăкĕн харпăрлăхçи, унпа усă куракан тата тара илнĕ гражданин тума тивĕç. Производство çĕр тĕрĕслевĕн тĕп тĕллевĕ - çĕр тата ытти отрасльсенчи саккун ыйтнисене пăхăннине тĕрĕслени, çĕр лаптăкĕпе вырăнлă усă курнине пăхса тăрасси тата ăна сыхласси. Районти хăш-пĕр ял тăрăхĕсен администрацийĕсем усă куракан çĕр лаптăкĕ-сене тĕрĕслесе тăманнине тупса палăртрĕ прокуратура: хуçалăх тытакан субъектсене тара панă çĕр лаптăкĕсем çинче нумай вăхăт хушши ĕçсем туса ирттермен, вĕсене çĕнетсе тăман. Çавăн пекех рекультиваци туса ирттернĕ çĕрсене йышăнакан яланхи комиссисене йĕркелемен. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен 10 пуçлăхĕ çĕр саккунне пăхăнманнине пула представлени илчĕ. Вĕсен çитменлĕхсене пĕтерме тивет.

Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.

Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика