Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçланă ĕç - куç умĕнче

04 марта 2015 г.

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.И.Кузьмин министерствăн 2014 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ май пирĕн корреспондент ыйтăвĕсем çине хурав пама та килĕшнĕ.

- Анатолий Иванович, вулакансем патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курнинчен пырса кĕнĕ тупăшсем çинчен тĕплĕнрех пĕлесшĕн. Уйрăммăн илсен, Шăмăршă районĕн тỹпи хăш шайра?

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла палăртса каларĕ: "Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе тухăçлă усă курни бюджетăн тупăш пайне ỹстермелли тĕп çăл куçсенчен пĕри пулса тăрать". 2014 çулта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнче налуксен шутне кĕмен тупăшсем 2,5 миллиард тенкĕ ытла, 2013 çулхипе танлаштарсан 3 процент, 2011 çулхинчен 34,8 процент ытларах пулнă. Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курнинчен иртнĕ çул республика бюджетне пурĕ 590,5 миллион тенкĕ, муниципалитет пурлăхĕпе, çĕр лаптăкĕсемпе усă курнинчен тата вĕсен ĕçе кĕртнинчен вырăнти бюджетсене 1941 миллион тенкĕ (2013 çулхипе танлаштарсан 138 процент) укçа пырса кĕнĕ. Сăмах май, 2008-2010 çулсенчи кăтартусем тăрăх патшалăх пурлăхĕпе усă курнăшăн республика бюджетне укçа-тенкĕ 1442 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ, 2011-2013 çулсенче çак кăтарту 2109,4 миллион тенкĕпе танлашнă. Шăмăршă район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет пурлăхĕпе, çĕр лаптăкĕсемпе усă курнинчен тата вĕсене ĕçе кĕртнинчен вырăнти бюджета 3,5 миллион тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Налуксен шутне кĕмен тупăшсен пĕтĕмĕшле хисепĕн ытларах пайĕ - 1,6 миллион тенки çĕр лаптăкĕсене арендăна илнинчен, 1,2 миллион тенки - çĕр лаптăкĕсене сутнинчен пырса кĕнĕ.

 - Патшалăх пурлăхне приватизацилессин ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллашма пулĕ-и?

- Республика харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курнинчен пулакан пĕтĕм тупăшăн 40 проценчĕ (пурĕ 226,08 миллион тенкĕ) патшалăх пурлăхне приватизациленинчен, çав шутран 200,38 миллион тенкĕ акцисем, 25,7 миллион тенки ытти пурлăха сутнинчен пырса кĕнĕ. Унсăр пуçне, республика бюджетне приватизаци тунă объектсем йышăннă çĕр лаптăкĕсене сутнинчен 30,3 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Патшалăх пурлăхне приватизацилессин йĕрки çинчен уççăн пĕлтерни тата унта хутшăнма кăмăл тăвакансене пурне те пĕр пек майсем туса пани приватизации ĕçĕ-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕ пулса тăрать. Палăртса каланине тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пынăран 2014 çулта республика пурлăхне торги туса сутнă, унта туянма пултаракан 448 çын хутшăннă. 2011 çулта торгине 156 çын хутшăннă пулнă. Суту-илỹ тунин тухăçлăхĕ (малтан палăртнинчен хаклăрах сутни) иртнĕ çул 41,2 миллион тенкĕпе (2011-2014 çулсенче пĕтĕмпе - 178,5 миллион тенкĕпе) танлашнă. 2008-2010 çулсенче çак ĕçе тухăçлă йĕркелеймен, республика пурлăхне малтан палăртнинчен 61 миллион тенкĕ йỹнерех сутнă.

- Куçман пурлăх объекчĕсен тата çĕр лаптăкĕсен тĕлĕшĕнчи ĕç-хĕле йĕркелесе пырассине мĕнле хак паратăр?

- Патшалăхăн куçман пурлăх объекчĕсене арендăна парса усă курнинчен иртнĕ çул 205,1 миллион тенкĕ, виçĕм çулхинчен 22 процент ытларах, укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ.2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 120 ытла куçман пурлăх объектне (пурĕ 119,1 пин тăваткал метр) тата 865 çĕр лаптăкне (пурĕ 10,9 пин гектар) арендăна панă. (Танлаштарма: 2013 çулта 76,8 пин тăваткал метр куçман пурлăх объектне тата 684 çĕр лаптăкне (7,3 пин гектара) арендăна панă.2011-2013 çулсенче рес-публика пурлăхне арендăна парса килĕшỹсем çирĕплетнин тата аукционсем ирттернин тухăçлăхĕ, 2008-2010 çулхи тапхăртипе танлаштарсан, 3 хута яхăн ỹснĕ. Çавна май Чăваш Республикин бюджетне 44,1 миллион тенкĕ хушма укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ.

 - Хуçасăр çĕр пайĕсен Пĕрлехи информаци ресурсĕсен базине йĕркелени çинчен пĕлес килет.

- Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче пуринчен малтан, хуçасăр çĕр пайĕсен Пĕрлехи информаци ресурсĕсен базине йĕркеленĕ. Çапла майпа 2013 çултан тытăнса унта Чăваш Республикинчи патшалăх харпăрлăхĕнче, муниципалитет харпăрлăхĕнче, çавăн пекех патшалăх харпăрлăхне палăртман çĕр лаптăкĕсене шута илеççĕ. Çак çĕрсемпе эконом-класс йышши çурт-йĕр хăпартма, промышленноç паркĕсем валли уйăракан объектсене, бизнес-инкубаторсем тата ытти тĕрлĕ территорие аталантарма усă курма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра Пĕрлехи информации ресурсĕсен базинче 205 çĕр лаптăкне (пурĕ 552 гектара), çав шутран пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли 86 лаптăк - 222 гектар чухлĕ, инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртме 119 лаптăк - 330 гектар шута илнĕ. Шăмăршă районĕнче 7 çĕр лаптăкне (2,7 гектар) Пĕрлехи информаци ресурсĕн базинче шута илнĕ.

- Ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕр лаптăкĕсене регистраци тăвас ĕç-хĕл мĕнле пырать?

- Раççей Федерацийĕнче ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсем пысăк хака тивĕçлĕ. Чăваш Республикин çĕр фончĕн структуринче ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсем 55 процент йышăнаççĕ, вĕсем пĕтĕмпе илсен 1009,3 пин гектар (çав шутран 543,4 пин гектарĕ _ çĕр пайĕсем) йышăнаççĕ.Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев çĕр хутшăнăвĕсене йĕркелессинчи ĕçсене тивĕçлĕ шайра пурнăçлассине малтанхи вăхăтран тытăнсах тĕп тĕллевсен вырăнне хучĕ. Çавна май республикăра 2011 çултан тытăнса ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсен тĕлĕшпе харпăрлăх прависене çирĕплетессипе пикенсе ĕçленине палăртатпăр. 2015 çулхи кĕрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикипе илсен ял хуçалăх тĕллевлĕ пай çĕрĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 65 процентне, урăхлă каласан, 354 пин гектарне харпăрлăх правине регистрациленĕ. Республика территорийĕнчи хăй тытăмлăх органĕсем хуçасăр çĕр пайĕсене 231,4 пин гектар тупса палăртнă. Çав шутран 96,2 пин гектарне (42 процентне) муниципалитет харпăрлăхне илнĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене тухăçлă ĕçлеме майсем туса парас тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене хуçасăр çĕрсене муниципалитет харпăрлăхне илес ĕç малалла пырать. Хальхи вăхăтра 31,6 пин гектар çĕр (муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕрсен 33 проценчĕ) патшалăх кадастр учетне илнĕ, 4,5 пин гектар çĕр лаптăкне сутма торги ирттересси çинчен пĕлтернĕ, 1,2 пин гектарне харпăрлăха, 11,9 пин гектарне арендăна панă. Апла пулин те ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен 40 пин ытла гектарĕ сухаланмасăр юлать. Хут ĕçĕсене кирлĕ пек туса çитереймен çĕрсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртесси кая юлса пырать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев муниципалитетсен умне хуçасăр çĕр пайĕсемпе вырăнлă усă курассине тата бюджетăн тупăш пайне пысăклатассине тивĕçтерме вĕсене муниципалитет харпăрлăхне шута илмелли ĕçе икĕ çулта вĕçлеме тĕллев лартнă. Шăмăршă районĕнче пĕтĕмĕшле харпăрлăхри çĕрсем 17991 гектар шутланаççĕ. Регистрации тунă пай çĕрĕсен пĕтĕм лаптăкĕ 15981 гектарпа (89 проц.) танлашать. 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне хуçасăр çĕр пайĕ-сене 6004 гектар (пай çĕрĕсен пĕтĕм лаптăкĕн 33 проценчĕ) тупса палăртнă. Вĕсене пурне те муниципалитет пĕрлĕхĕн харпăрлăхне регистрациленĕ. Регистрациленĕ çĕрсен 72 процентне - 4316 гектарне патшалăх кадастр учетне илнĕ.

- Анатолий Иванович, хуçасăр çĕр лаптăкĕсене "халăх инвентаризацийĕ" тăвасси мĕнле пырать?

- "Халăх инвентаризацийĕн" пĕрремĕш тапхăрĕнче (вăл 2014 çулхи юпа уйăхĕнче вĕçленнĕ) 2 пин ытла хуçасăр е тухăçсăр усă куракан çĕр лаптăкне (пурĕ 663 гектар) тупса палăртнă. Хальхи вăхăтра çак ĕçĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Тĕллев - вĕсене кирлĕ пек çырса йĕркелесси тата çаврăнăша кĕртесси. Йĕркелесе çитернĕ ирĕклĕ &¸ĕр лаптăкĕсем пурри инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртессинче тата пурăнмалли хăвăртлăхне тата калăпăшне ỹстересси çине пысăк витĕм кỹрет. Йĕркелесе çитернĕ ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсене Пĕрлехи информаци ресурсĕсен базине кĕртеççĕ. "Халăх инвентаризацийĕ" вăхăтĕнче Шăмăршă районĕнче пушă выртакан тата тухăçсăр усă куракан 52 çĕр лаптăкне тупса палăртнă. 23 çĕр лаптăкне (1,2 гектар) патшалăх кадастр учетне илнĕ, çав шутран 10 çĕр лаптăкне çаврăнăша кĕртнĕ: 3-шне (0,08 гектар) арендăна панă, 7 çĕр лаптăкне (0,3 гектар) сутнă.

- Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси кирлĕ шайра пурнăçланать-и?

- 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕ-сенче çĕр лаптăкĕсем уйăрса пама тивĕçлĕ 5379 нумай ачаллă çемьене шута илнĕ, 3143 çемьен ыйтăвне тивĕçтернĕ. Республикипе илсен нумай ачаллă çемьесен 58 процентне çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ.Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне Шăмăршă район администрацийĕнче 71 нумай ачаллă çемьене тỹлевсĕр çĕр уйăрса пама шута илнĕ. Шута илнĕ çемьесен 100 процентне çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика