Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр усăсăр выртмалла мар

04 марта 2015 г.

2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тума, кăçалхи çул тĕллевĕсемпе паллаштарма редакци тĕпелне эпир тĕрлĕ министерствăсен ертỹçисене чĕнетпĕр. Хальхинче пирĕн "Куçа-куçăн" рубрика хăни - Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.И.Кузьмин.

- Анатолий Иванович, вулакансем патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курнинчен пырса кĕнĕ тупăшсем çинчен тĕплĕнрех пĕлесшĕн. Уйрăммăн илсен, Комсомольски районĕн тỹпи хăш шайра?

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла палăртса каларĕ: "Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе тухăçлă усă курни бюджетăн тупăш пайне ỹстермелли тĕп çăл куçсенчен пĕри пулса тăрать".

2014 çулта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнче налуксен шутне кĕмен тупăшсем 2,5 миллиард тенкĕ ытла, 2013 çулхипе танлаштарсан 3 процент, 2011 çулхинчен 34,8 процент ытларах пулнă.

Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курнинчен иртнĕ çул республика бюджетне пурĕ 590,5 миллион тенкĕ, муниципалитет пурлăхĕпе, çĕр лаптăкĕсемпе усă курнинчен тата вĕсене ĕçе кĕртнинчен вырăнти бюджетсене 1941,0 миллион тенкĕ (2013 çулхипе танлаштарсан 138 процент ытларах) укçа пырса кĕнĕ. Сăмах май, 2008-2010 çулсенчи кăтартусем тăрăх патшалăх пурлăхĕпе усă курнăшăн республика бюджетне укçа-тенкĕ 1442 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ, 2011-2013 çулсенче çак кăтарту 2109,4 миллион тенкĕпе танлашнă.

Комсомольски район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет пурлăхĕпе, çĕр лаптăкĕсемпе усă курнинчен тата вĕсене ĕçе кĕртнинчен вырăнти бюджета 5,1 миллион тенкĕ (2013 çулхипе танлаштарсан - 100 процент) укçа пырса кĕнĕ. Налуксен шутне кĕмен тупăшсен пĕтĕмĕшле хисепĕн ытларах пайĕ - 2,7 миллион тенки (2013 çулхин 97 проценчĕ) çĕр лаптăкĕсене арендăна илнинчен, 1,6 миллион тенки (виçĕмçулхинчен 1,5 хут нумайрах) çĕр лаптăкĕсене сутнинчен пырса кĕнĕ.

- Патшалăх пурлăхне приватизацилессин ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарсамăр?

- Республика харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курнинчен пулакан пĕтĕм тупăшăн 40 проценчĕ (пурĕ 226,08 миллион тенкĕ) патшалăх пурлăхне приватизациленинчен, çав шутран 200,38 миллион тенки акцисем, 25,7 миллион тенки ытти пурлăха сутнинчен пырса кĕнĕ. Унсăр пуçне, республика бюджетне приватизаци тунă объектсем йышăннă çĕр лаптăкĕсене сутнинчен 30,3 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ.

Патшалăх пурлăхне приватизацилессин йĕрки çинчен уççăн пĕлтерни тата унта хутшăнма кăмăл тăвакансене пурне те пĕр пек майсем туса пани приватизаци ĕçĕ-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕ пулса тăрать. Палăртнине тивĕçлĕ шайра пурнăçланăран 2014 çулта республика пурлăхне торги туса сутнă, унта туянма пултаракан 448 çын хутшăннă. 2011 çулта торгине 156 çын хутшăннă пулнă. Суту-илỹ тунин тухăçлăхĕ (малтан палăртнинчен хаклăрах сутни) иртнĕ çул 41,2 миллион тенкĕпе (2011-2014 çулсенче пĕтĕмпе 178,5 миллион тенкĕпе) танлашнă.

- Куçман пурлăх объекчĕсен тата çĕр лаптăкĕсен тĕлĕшĕнчи ĕç-хĕле йĕркелесе пырассине мĕнле хак паратăр?

- Патшалăхăн куçман пурлăх объекчĕсене арендăна парса усă курнинчен иртнĕ çул 205,1 миллион тенкĕ, виçĕм çулхинчен 22 процент ытларах, укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ.

2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 120 ытла куçман пурлăх объектне (пурĕ 119,1 пин тăваткал метр) тата 865 çĕр лаптăкне (пурĕ 10,9 пин гектар) арендăна панă. (Танлаштарма: 2013 çулта 76,8 тăваткал метр куçман пурлăх объектне тата 684 çĕр лаптăкне (7,3 пин гектар) арендăна панă).

2011-2013 çулсенче республика пурлăхне арендăна парас тĕлĕшĕнчи килĕшỹсем çирĕплетнин тата аукционсем ирттернин тухăçлăхĕ ỹснĕ. Çавна май Чăваш Республикин бюджетне 44,1 миллион тенкĕ хушма укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ.

- Хуçасăр çĕр пайĕсен Пĕрлехи информаци ресурсĕсен базине йĕркелени çинчен пĕлес килет.

- Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче пуринчен малтан, хуçасăр çĕр пайĕсен Пĕрлехи информаци ресурсĕсен базине йĕркеленĕ. Çапла майпа 2013 çултан тытăнса унта Чăваш Республикинчи патшалăх харпăрлăхĕнчи, муниципалитет харпăрлăхĕнчи, çавăн пекех патшалăх харпăрлăхне палăртман çĕр лаптăкĕсене шута илеççĕ. Çак çĕрсемпе эконом-класс йышши çурт-йĕр хăпартма, промышленноç паркĕсем валли уйăракан объектсене, бизнес-инкубаторсем тата ытти тĕрлĕ территорие аталантарма усă курма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра Пĕрлехи информаци ресурсĕсен базинче 205 çĕр лаптăкне (пурĕ 552 гектар), çав шутран пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли 86 лаптăк - 222 гектар чухлĕ, инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртме 119 лаптăк - 330 гектар шута илнĕ.

- Ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕр лаптăкĕсене регистраци тăвассин ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле пырать?

- Раççей Федерацийĕнче ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсем пысăк хака тивĕçлĕ. Чăваш Республикин çĕр фончĕн структуринче ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсем 55 процент йышăнаççĕ, вĕсем пĕтĕмпе илсен 1009,3 пин гектар (çав шутран 543,4 пин гектарĕ - çĕр пайĕсем) йышăнаççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев çĕр хутшăнăвĕсене йĕркелессинчи ĕçсене тивĕçлĕ шайра пурнăçлассине малтанхи вăхăтран тытăнсах тĕп тĕллевсен вырăнне хучĕ. Çавна май республикăра 2011 çултан тытăнсах ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсен тĕлĕшĕпе харпăрлăх прависене çирĕплетессипе пикенсе ĕçленĕ. 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикипе илсен ял хуçалăх тĕллевлĕ пай çĕрĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 65 процентне, урăхла каласан, 354 пин гектарне харпăрлăх правине регистрациленĕ.

Республика территорийĕнчи хăй тытăмлăх органĕсем хуçасăр çĕр пайĕсене 231,4 пин гектар тупса палăртнă. Çав шутран 96,2 пин гектарне (42 процентне) муниципалитет харпăрлăхне илнĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене тухăçлă ĕçлеме майсем туса парас тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче хуçасăр çĕрсене муниципалитет харпăрлăхне илес ĕç малалла пырать. Хальхи вăхăтра 31,6 пин гектар çĕре (муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕрсен 33 проценчĕ) патшалăх кадастр учетне илнĕ, 4,5 пин гектар çĕр лаптăкне сутма торги ирттересси çинчен пĕлтернĕ, 1,2 пин гектарне харпăрлăха, 11,9 пин гектарне арендăна панă. Апла пулин те ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен 40 пин ытла гектарĕ сухаланмасăр юлать. Хут ĕçĕсене кирлĕ пек туса çитерейменрен çĕрсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртесси кая юлса пырать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев муниципалитетсен умне хуçасăр çĕр пайĕсемпе вырăнлă усă курассине тата бюджетăн тупăш пайне пысăклатассине тивĕçтерме вĕсене муниципалитет харпăрлăхне шута илмелли ĕçе икĕ çулта вĕçлеме тĕллев лартнă.

Комсомольски районĕнче пĕтĕмĕшле харпăрлăхри çĕрсем 22463 гектар шутланаççĕ. Регистраци тунă пай çĕрĕсен пĕтĕм лаптăкĕ 16799 гектарпа (75 процент) танлашать.

2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне хуçасăр çĕр пайĕсене 4592 гектар (пай çĕрĕсен пĕтĕм лаптăкĕн 20 проценчĕ) тупса палăртнă. Вĕсенчен 3731 гектарне муниципалитет пĕрлĕхĕн харпăрлăхне регистрациленĕ. Регистрациленĕ çĕрсен 48 процентне - 1775 гектарне патшалăх кадастр учетне илнĕ.

- Анатолий Иванович, хуçасăр çĕр лаптăкĕсене "халăх инвентаризацийĕ" тăвасси мĕнле пырать?

- "Халăх инвентаризацийĕн" пĕрремĕш тапхăрĕнче (вăл 2014 çулхи юпа уйăхĕнче вĕçленнĕ) 2 пин ытла хуçасăр е тухăçсăр усă куракан çĕр лаптăкне (пурĕ 663 гектар) тупса палăртнă. Хальхи вăхăтра çак ĕçĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Тĕллев - вĕсене кирлĕ пек çырса йĕркелесси тата çаврăнăша кĕртесси. Йĕркелесе çитернĕ ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсем пурри инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртессинче тата пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхне тата калăпăшне ỹстересси çине пысăк витĕм кỹрет. Йĕркелесе çитернĕ ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсене Пĕрлехи информаци ресурсĕсен базине кĕртеççĕ. "Халăх инвентаризацийĕ" вăхăтĕнче Комсомольски районĕнче пушă выртакан тата тухăçсăр усă куракан 15 çĕр лаптăкне тупса палăртнă. 13 çĕр лаптăкне (1,8 гектар) патшалăх кадастр учетне илнĕ, çав шутран 8 çĕр лаптăкне сутса (1,5 гектар) çаврăнăша кĕртнĕ.

- Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси кирлĕ шайра пурнăçланать-и?

- 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче çĕр лаптăкĕсем уйăрса пама тивĕçлĕ 5379 нумай ачаллă çемьене шута илнĕ, 3143 çемьен ыйтăвне тивĕçтернĕ. Республикипе илсен нумай ачаллă çемьесен 58 процентне çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ.

Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне Комсомольски район администрацийĕнче нумай ачаллă 146 çемьене тỹлевсĕр çĕр уйăрса пама шута илнĕ. Çемьесен 73 процентне çĕр (107 çемье) çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ. 7 çемьене пурăнмалли çурт-йĕр тума ирĕк панă, 5-ĕшĕ çак ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика