Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усă курман лаптăксене туртса илесшĕн

16 февраля 2013 г.

Николай Коновалов

 

Ял хуçалăх çĕрĕсемпе усă курмалла, унта хыт хура ÿстермелле мар. Ку енĕпе республика ертÿçисем çине тăрсах йĕрке тăвасшăн пулас. Министрсен Кабинечĕн иртнĕ юн кунхи ларăвĕнче ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕр лаптăкĕсене ирĕксĕрлесе туртса илме суда тавăç тăратнă май республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсем çыхăну тытса ĕçлемелли Йĕркене çирĕплетрĕç. Çак документ пĕлтерĕшĕ пирки ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕнчен Светлана Енилинăран ыйтрăмăр.

 

- Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсем уйрăм режимлăскерсем, - терĕ Светлана Александровна. - Хуçисен вĕсемпе тĕллевлĕн усă курассине тивĕçтермелле. Ку енĕпе тĕрĕслев, надзор ĕçне федераци органĕсем пурнăçлаççĕ - Росреестрăн территори органĕ тата Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ. Анчах саккуна пăснине тупса палăртсан та çĕр лаптăкне ирĕксĕрлесе туртса илмешкĕн суда тавăç тăратма вĕсене полномочи паман. Саккунпа килĕшÿллĕн ку полномочи РФ субъекчĕсен шутланать. Çапла вара пĕрисем тĕрĕслеççĕ, тепри, ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви, суда кайма пултарать. Вĕсен хушшинче çыхăну пулман, асăннă Йĕрке шăпах эпир пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине палăртать.

 

Çак документпа килĕшÿллĕн Росреестр, Россельхознадзор органĕсем тĕрĕслев акчĕсене, правăна пăснине çирĕплетекен протоколсене, асăрхаттарусене Пурлăх министерствине параççĕ. Министр палăртнă тăрăх - çакăн хыççăн ЧР Ял хуçалăх министерстви тивĕçлĕ лаборатори тĕрĕслевĕсем ирттерет. Вăл е ку лаптăкри тăпра пулăхлăхĕ чакни çирĕпленсен çĕре туртса илни вырăнли пирки пĕтĕмлетÿ тăвать. Унтан тин Пурлăх министерстви суда тавăç тăратать.

 

Çĕре хăш тĕслĕхсенче туртса илессине федерацин 101-мĕш саккунĕнче уçăмлăн палăртнă. Унăн 6-мĕш статйинче тĕп сăлтава çирĕплетнĕ - çĕрпе тирпейсĕр усă курни. Лаптăка харпăрлăха илнĕ хыççăн унпа виçĕ çул хушши усă курман - сухаламан, акман - пулсан туртса илме юрать. Суд çакна çирĕплетсен министерство лаптăка сутлăха кăларĕ.

 

ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕтĕмлетнĕ тăрăх - паян республикăра ял хуçалăх тĕллевĕллĕ усă курман çĕрсем 20 пин гектар ытла, вĕсем пусă çаврăнăшĕнчен тухса ÿкнĕ. «Шăпах - туртса илес енĕпе ĕçлемелли лаптăксем», - терĕ С.Енилина.

 

Чăн та, хальлĕхе çĕр лаптăкĕсене туртса илнипе çыхăннă суд практики çук. Чăваш Енре кăна мар - Раççейĕпех. «Республика Пуçлăхĕ çакнашкал тĕллев лартнă - суд практикине те йĕркелĕпĕр. Лаптăксен хуçисем çĕрпе усă курманшăн яваплăха туйма тивĕç», - палăртрĕ министр.

 

Паллах, ку яваплăха туйма «пулăшакан» пĕртен пĕр мел мар. Светлана Александровна ял хуçалăх çĕрĕсене юхăнтарса яракансем тĕлĕшпе усă курмалли ытти санкцие те аса илтерчĕ. Калăпăр, налук мелĕпе. Йĕркеллĕ усă куракан çĕрсемшĕн кадастр хакĕн 0,3% чухлĕ налук илеççĕ. Тĕллевлĕн усă курманнисемшĕн вара çак виçене 5 хутах - кадастр хакĕн 1,5% таран - ÿстерме пулать. Административлă штрафсем те палăртнă: граждансемшĕн - 5 пин, должноçри çынсемшĕн - 6 пин тенкĕ. Юридици вăйĕнчи тытăмсене 100 пин тенкĕлĕхех штрафлаççĕ.

 

 

 

  

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика