20 февраля 2015 г.
Чăваш Енĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви 2014 çула мĕнле вĕçленĕ-ши; Ку тытăмри ĕç-хĕлте Элĕк Ен кăтартăвĕсем мĕнлерех; А.И.Кузьмин министра çавăн çинчен каласа пама ыйтрăмăр.
- Анатолий Иванович, чи малтанах патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕн пĕлтерĕшĕ çинчен пĕлтерĕр-ха.
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх бюджетăн тупăш пайне пуянлатмалли тĕп çăл куçсенчен пĕри - патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе эффективлă усă курни. Пĕлтĕр патшалăх пурлăхне тытса пынипе Чăваш Республикин бюджетне 590,5 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр участокĕсемпе усă курнипе тата реализациленипе вырăнти бюджетсене 1941,0 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ, çакă иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан 138 процент. Çакна та палăртмалла, 2008-2010 çулсенче патшалăх пурлăхне тытса пынипе республика бюджетне 1442 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ пулсан 2011-2013 çулсенче ку кăтарту 2109,4 миллион тенке çити ÿснĕ.
Элĕк район администрацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕсемпе усă курнипе тата реализациленипе вырăнти бюджета 16,1 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан - 404 процент.
Налук мар тупăшсен пĕтĕмĕшле сумминче муниципалитет пурлăхне приватизациленипе пулнă тупăш уйрăмах пысăк - 10,2 миллион тенкĕ, çĕр участокĕсене сутнипе 2,8 миллион, çĕр участокĕсене арендăна панипе 2,4 миллион тенкĕ.
- Патшалăх пурлăхне шута илес енĕпе ĕçлесе пыни çинчен те каласа парăр-ха.
- Чăваш Республикин патшалăх пурлăхне кирлĕ пек тытса пырса унпа усă курасси ăна туллин тата пахалăхлă учета илнинчен килет. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, Чăваш Республикин патшалăх пурлăхĕн реестрĕнче куçман пурлăх объекчĕсене 11,3 пин ытла шута илнĕ. 2014 çулта куçман пурлăх шучĕ 748 объект таран ÿснĕ (2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 10,6 пин объект пулнă). Реестрта çавăн пекех 2830 çĕр лаптăкне 21,5 пин гектар шута илнĕ.
2010-2014 çулсенче куçман пурлăх объекчĕсен хисепĕ 2285 хушăннă (25 процент). Реестрти даннăйсен базин çивĕчлĕхĕн шайĕ 50 процентран 99 процента çити ÿснĕ.
Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен тытăмĕнче налук хума капиталлă строительство объекчĕсен переченьне туса хунă. Çавна май 2015 çулта çуртсене - пурĕ 2092 объекта мĕнле усă курнине палăртас тĕллевпе тĕпчессине ирттермелле.
- Анатолий Иванович, патшалăх пурлăхне приватизацилес ĕç çинче те чарăнса тăрăр-ха.
- Республика пурлăхне тытса пынин тупăшĕн пĕтĕмĕшле сумминче приватизацирен илнĕ тупăш 40 процент шутланать. 2014 çулта республика пурлăхне приватизациленипе ЧР бюджетне 226,08 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ, çав шутран акцисене сутнипе - 200,38 миллион тенкĕ. Унсăр пуçне республика бюджетне приватизациленĕ объектсем йышăнакан çĕр участокĕсем сутнипе 30,3 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ.
2014 çулта суту-илÿ эффективлăхĕ (пуçламăш хакран суту-илÿ хакĕ ÿсни) 41,2 миллион тенкĕ пулнă (2011-2014 çулсенче - 178,5 миллион тенкĕ). Çакна палăртмалла, 2008-2010 çулсенче республика пурлăхĕн суту-илĕвĕн эффективлăхĕ пулман, пурлăха пуçламăш хакран йÿнĕрех хакпа 61 миллион тенкĕпе сутнă.
Пĕлтĕр Элĕк Енре 9 объект (82 процент) приватизациленĕ. Элĕк районĕн муниципалитет пурлăхне приватизациленипе илнĕ тупăш 10209,7 пин тенкĕпе (122 процент) танлашнă, çав шутран приватизациленĕ куçман пурлăх объекчĕсем йышăнакан çĕр лаптăкĕсене сутнипе 7443,2 пин тенкĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета