12 февраля 2015 г.
Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.
Канашлун кун йĕркине кĕртнĕ ыйтăвĕсене пăхса тухиччен район администрацийĕн пуçлăхĕ нумай ачаллă çемьесене - Геннадийпе Луиза Доброхотовсене (Патреккел), Владимирпа Дина Карсаковсене (Акчел) хушма хуçалăха аталантарма тỹлевсĕр 15 сотка çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерни çинчен ĕнентерекен хутсем пачĕ.
Район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М.Павлова муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр участокĕсемпе 2014 çулта мĕнле усă курнипе тата 2015 çулхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Иртнĕ çул районăн пĕрлештернĕ бюджетне пурлăхпа çĕре сутнинчен, вĕсемпе усă курнинчен 8,7 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Унăн пысăк пайне (44%) çĕр участокĕсене арендăна панă тупăш пысăк вырăн йышăнать. Иккĕмĕш вырăнта муниципалитет пурлăхне сутса кĕнĕ тупăш (30%), виççĕмĕшĕнче - çĕр лаптăкĕсене сутса кĕнĕ тупăш (18%). Районта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайĕсене шута илсе регистрацилес ĕç пырать. Ăна 87 процент пурнăçланă. Районĕпе 2086 пай çĕрĕ (пĕтĕмпе 4636 га) хуçасăр шутланать. Вĕсене ял тăрăхĕсен харпăрлăхĕ çине куçарассине хăвăртлатмалла. Çак шухăша çирĕп палăртса каларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин.
Малалла М.Павлова нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма, уйрăм хуçалăха тытса пыма тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси çинче чарăнса тăчĕ.
Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, харпăрлăхăн ытти формисене тытса пыракан хуçалăхсенче çур акине хатĕрленес ĕç пырать: вăрлăха тасатаççĕ, минераллă удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем кỹрсе килеççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕнче иртекен мероприятисемпе, вырсарни кун районта пулса иртнĕ "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2015" чупупа тĕплĕн паллаштарчĕ. Йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ ăнăçлă иртнĕ. Л.Левый унăн участникĕсене, йĕркелекенсене, ирттерме пулăшакансене тав турĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"