03 февраля 2015 г.
Пирĕн паянхи хăна - республикăн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий КУЗЬМИН. Унпа хăйнеевĕрлĕ тема тавра сăмах пуçартăмăр - патшалăх пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕсемпе усă курассипе çыхăннă сферăри коррупципе кĕрешесси пирки калаçрăмăр.
Çĕршĕн тем тума та хатĕр
- Михаил Игнатьев республика пуçлăхĕн должноçне килнĕ чухне пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен сферинче йĕрке тăвас, коррупци тĕслĕхĕсенчен сыхланас тĕллев лартнăччĕ, - терĕ Анатолий Иванович. - Ку енĕпе патшалăх политикине тытса пынă май пирĕн министерство коррупцие никĕслекен сăлтавсемпе условисене тĕп тумалли мерăсем палăртнă. Çак ĕçсен шутĕнче - ялхуçалăх тĕллевлĕ, усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртесси, çĕрĕн саккунсăр суту-илĕвне кăкласси. Çавна май унашкал çĕрсене чи малтан республикăн туянмалли правăна пăсса сутнă тĕслĕхсене тупса палăртас тĕлĕшпе анлă ĕç пурнăçланă.
- Сăмах мĕнле тĕслĕхсем пирки? Ултавçăсем усă куракан схемăсем пирки тĕплĕнрех каласамăр. Малалла вулас...
Источник: "Хыпар"