20 января 2015 г.
Çĕнĕ çул умĕн Трак енре асра юлмалли самантсем нумай пулчĕç. Вĕсенчен пĕри — нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр участокĕсен сертификачĕсене пани. Участоксем Красноармейски ялĕн кăнтăр-хĕвел тухăç микрорайонĕнче пулакан урамсенче вырнаçнă. Çывăх вăхăтра вĕсене çут çанталăк газĕ, электроэнерги, ĕçмелли шыв çитерме пăхаççĕ. Соборная урамра вара çĕнĕ чиркỹ çĕкленмелле. Сергий атте каланă тăрăх, çакна валли халăхпа 400 пин тенкĕ ытларах пуçтарнă. Сертификатсем илнĕ нумай ачаллă çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков тата Чăваш Республикин конкурент политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçи А. Егорова саламларĕç, çурт-йĕр лартса тăнăçлăхпа килĕшỹре пурăнма ыр сунчĕç. Çĕр участокĕ илнисен ячĕпе Т. Васильева тав сăмахĕ каларĕ.
Д. Викторов
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)