17 декабря 2014 г.
Пурлăхран илекен налук регион налукĕсен шутне кĕрет тата регион бюджечĕсен шанчăклă тупăш çăлкуçĕ шутланать. Кадастр хакне шута илсе куçман пурлăх объекчĕсене налук хумалли йĕрке РФ Налук кодексĕн 30-мĕш сыпăкĕпе йĕркеленет.
Аса илтеретпĕр, 2013 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче «РФ Налук кодексĕн 12-мĕш статйин пĕрремĕш пайне тата 30-мĕш сыпăкăн иккĕмĕш пайне улшăнусем кĕртесси çинчен» федераци саккунне алă пуснă. Чăваш Енре çак саккун паян еплерех ĕçлет-ха?
Енчен те унччен налук хумалли никĕсе пурлăхăн çулталăкри вăтам хакĕ пек палăртнă пулсан, 2014 çултан пуçласа куçман пурлăхăн уйрăм объекчĕсем тĕлĕшпе налук хумалли никĕсе вĕсен кадастр хакĕ пек палăртаççĕ. Сăмахран, РФ Налук кодексĕн 378.2 çĕнĕ статйипе килĕшÿллĕн организацисенчен пурлăх илекен налук никĕсне куçман пурлăхăн çак объекчĕсем тĕлĕшпе кадастр хакне шута илсе палăртаççĕ:
1. администраципе ĕçлĕ центрсем тата суту-илÿ центрĕсем ?комплекссем%, унти пÿлĕмсем*
2. куçман пурлăх объекчĕсен кадастр паспорчĕсемпе е куçман пурлăх объекчĕсен техника учечĕн докуменчĕсемпе килĕшÿллĕн офиссем, суту-илÿ объекчĕсем тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен объектсем вырнаçтармалли е офиссене, суту-илÿ объекчĕсене тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен объектсене вырнаçтарма усă куракан пурăнман пÿлĕмсем*
3. хăйсен яланхи представительствисем урлă Раççей Федерацийĕнче ĕçлемен ют çĕршыв организацийĕсен куçман пурлăх объекчĕсем. Çавăн пекех асăннă организацисен Раççей Федерацийĕнче яланхи представительствисем урлă ĕçлекен ют çĕршыв организацийĕсен куçман пурлăх объекчĕсем.
РФ Налук кодексĕн 12-мĕш статйин 3-мĕш пункчĕн 4-мĕш абзацĕ тăрăх саккун кăларакан органсене регион налукĕсем енĕпе налук хумалли никĕсе палăртмалли уйрăмлăхсене çирĕплетме полномочи панă. Апла пулсан организаци пурлăхĕнчен илекен налук тĕлĕшпе те. Çапла вара çÿлерех асăннă куçман пурлăх объекчĕсем тĕлĕшпе налук хумалли никĕсе кадастр хакĕ евĕр палăртмалли йышăнăва Чăваш Республикин саккунĕпе çирĕплетмелле.
Хальхи вăхăтра кадастр хакĕ евĕр палăртакан налук хумалли никĕсе кăтартакан куçман пурлăх объекчĕсен переченьне йĕркелес енĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе полномочи панă орган ЧР Пурлăх министерстви шутланать.
Унсăр пуçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнчи 343-мĕш йышăнăвĕпе налук хурас тĕллевпе çуртсемпе ?хуралтăсемпе, сооруженисемпе% тата пÿлĕмсемпе усă курнине палăртмалли йĕрке çирĕплетнĕ.
Налук хумалли никĕсе палăртасси çине куçма Чăваш Республикин тивĕçлĕ саккунне йышăнмалла. Вăл налук хумалли никĕсе куçман пурлăх объекчĕсен кадастр хакне шута илĕ.
Унсăр пуçне РФ Налук кодексĕн 378.2 статйипе килĕшÿллĕн куçман пурлăхăн кашни пайăр объекчĕн тĕллевне палăртма вăл вырнаçнă çĕр лаптăкĕ тăрăх хаклама пулать. Унпа усă курма ирĕк панă тĕссенчен пĕри суту-илÿ, общество апатлану тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен объектсене вырнаçтарассине шута илнĕ.
Çĕр лаптăкĕпе усă курма ирĕк пани тата унта вырнаçнă объектсем çинчен калакан информаци хальхи вăхăтра патшалăхăн куçман пурлăх кадастрĕнче кăна пур. Тивĕçлĕ объектсене харпăрлăхра тытакансем çинчен калакан информаци вара куçман пурлăх прависен пĕрлĕхлĕ патшалăх реестрĕнче упранать.
Источник: "Хыпар"