17 декабря 2014 г.
«Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умне пĕтĕмĕшле пай пурлăхĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен лаптăкĕсене тата йышăнман пай çĕрĕсенчен йĕркеленнисене право регистрацийĕ тăвассине пурнăçлама тĕллев лартнă. Раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, пĕтĕмĕшле пай пурлăхĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен лаптăкĕсен пурлăх правине 15480,45 гектар регистрациленĕ. Çакă район территорийĕнчи пай çĕрĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 51,4 проценчĕ.
Районта йышăнман пай çĕрĕсене 14997,64 гектар тупса палăртнă. Çав шутран муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пурлăхне 3034,02 гектар регистрациленĕ.
Пай çĕрĕсемпе усă курма килĕшменнисем те пулнă. Районта кунашкал правопа 1235 çын (çĕр лаптăкĕ 2367,6 гектар) усă курнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета