Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене - çĕр лаптăкĕсем

13 декабря 2014 г.

Районта нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр лартма çĕр лаптăкĕ уйăрса парас ĕçе мĕнлерех йĕркеленĕ? А.МАЛЕЕВА. Кивĕ Чукал ялĕ.

Ыйту çине район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Эльвира Жамкова хуравлать: - Хальхи вăхăтра районта нумай ачаллă 328 çемье шутланать. Патшалăх пулăшнипе çĕр лаптăкĕ илмелли правăпа 71 çемье (21,6 процент) усă курнă. Вĕсене пĕтĕмпе 10,8 гектар çĕр уйăрса панă. Çак лаптăксенчен çиччĕшне - электричествăпа, çиччĕшне - газпа тивĕçтернĕ, иккĕшин патĕнчен (Асанкасси, Анат Чаткас) асфальтлă çул иртет. Çулталăк вĕçлениччен çĕр лаптăкĕпе нумай ачаллă 15 çемьене тивĕçтерме палăртнă. Çак тĕллевпе Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене ял çĕрĕ çине куçарас ĕç пырать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика