Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьесем çĕрсĕр юлмĕç

16 декабря 2014 г.

Республикăри нумай ачаллă çемьесене çĕр тÿлевсĕр уйăрас ĕç еплерех пырать? (В.ИВАНОВА. Шупашкар районĕ).

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре вĕсем - 9713-ĕн. Ноябрĕн 10-мĕшĕччен 5179-шĕ çĕр илме муниципалитет органĕсенче черете тăнă. Вĕсене пама 3234 лаптăк /376 гектар/ пăхса хунă. Черетре чи нумай çемье Шупашкарсен - 1724, Çĕнĕ Шупашкарсен - 489, Канаш хулин - 308, Шупашкар районĕн - 532. "Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрасси çинчен" саккуна пурнăçа кĕртме тытăннăранпа 2753 çемьене /черетре тăракансен 53%/ çĕр тÿлевсĕр илме сертификат панă. 1766-шĕ - пурăнмалли çурт тума, 378-шĕ - выльăх ĕрчетессишĕн уйри çĕрпе усă курма, 563-шĕ çурт таврашĕнче килти хуçалăха аталантарма, 46-шĕ дача тума кăмăл тунă.

Хальлĕхе çемьесене 310 гектар панă. Вĕсем 2046 лаптăка /249 гектар/ патшалăхăн тивĕçлĕ органĕнче шута илтерсе харпăрлăха илнĕ. Муркашпа Çĕрпÿ районĕсенче, хуласенче ытларах уйрăм пÿрт çĕклеме çĕр ыйтаççĕ. Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай тăрăхĕнчи асăннă çемьесенчен ытларахăшĕ килти хуçалăх йĕркелесе ярасшăн. Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Етĕрне районĕсенче, Шупашкарта дача лартас текенсем пур.

Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче кăçал нумай ачаллă çемьесене пĕр лаптăк та уйăрман. Вăрмар райадминистрацийĕ - 1, Вăрнар, Комсомольски, Красноармейски, Çĕмĕрле районĕсенче 2-шер çеç панă.

Улатăр, Канаш, Пăрачкав, Шăмăршă райадминистрацийĕсем черетре тăракансен ыйтăвне тивĕçтернĕ. Пушă выртакан çĕр сахал пирки Канашрисен - 19, Çĕнĕ Шупашкартисен - 7, Çĕмĕрлерисен 16% çеç тивĕçтернĕ.

Лаптăк пĕр муниципалитет талккăшĕнче çукран тепринче ытларах касса кăлараççĕ. Сăмахран, Муркаш районĕнчи Катькас ялĕ хĕрринчи "сăхă улшуçсене" тавăрттарнă 118 гектара Шупашкар хулипе Муркаш район администрацийĕн харпăрлăхне панă. Уйра килти хуçалăха аталантарма тата пурăнмалли уйрăм çурт тума 640 лаптăк палăртнă. 508-шне нумай ачаллă çемьесем йышăнĕç.

Сĕнтĕрвăрри хулин талккăшне 31 гектар кĕртес тĕлĕшпе ĕç пырать. Унта Çĕнĕ Шупашкарти çемьесем 78 лаптăк 12-шер сотка илĕç. Республика харпăрлăхĕнчен Çĕнĕ Шупашкара 23,8 гектар /вăл Çĕрпÿ районĕнчи Рынкă ял тăрăхĕнче/ пама йышăннă. Спутник хулари çемьесене ăна 2015 çулта уйăрĕç. Канаш талккăшне Ухман ял тăрăхĕнчи 10,2 гектар лаптăка кĕртнĕ. Унта хулари 57 çемье пÿрт хăпартĕ.

Анатолий КУЗЬМИН, ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика