25 ноября 2014 г.
Нумай çĕр-шывра ноябрĕн 20-мĕшĕнче уявлакан Пĕтĕм тĕнчери Ача кунĕ - аслисене ачасемшĕн ытларах тимлеме пулăшакан чи илемлĕ праçниксенчен пĕри. Çак кун пирĕн районти ЗАГС уйрăмĕ нумай ачаллă çемьесене чысланă, хальтерех çут тĕнчене килсе ашшĕ-амăшне, тăванĕсене савăнăç кỹнĕ пепкесене ят хунă тата тỹлевсĕр çĕр участокĕ илме сертификат панă. Çапла Тăрмăш ялĕнчи Николаевсен пысăк та туслă çемйинче хĕр çуралнă, çакăн çинчен хаваслă лару-тăрура хĕр çуралнин актне çырса çирĕплетнĕ, хĕрача валли Нина ят суйласа илнĕ. Çурални çинчен ĕнентерекен свидетельствăна ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Валентина Новикова ырă сунса панă.
Райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Людмила Аввакумова виçĕ ача пăхса çитĕнтерекен Тăвай ялĕнчи Терентьевсен çемйине çĕр участокĕ илме сертификат панă, ачисене сывлăх, ашшĕ-амăшне çемьере килĕшỹлĕх, телей суннă.
Ачасен искусство шкулĕнчи Елена Иванова ертсе пыракан "Кĕмĕл çумăр" ансамбль праçнике ырăпа илем кỹнĕ.
Тăвай енре çемьесем ачасемпе хушăнса пыни тăван районăн сумне, хăватне ỹстерет.
В.МЕФОДЬЕВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"