08 ноября 2014 г.
"Çĕрсĕр хресчен вăл - тымарсăр йывăç," - тенипе килĕшмесĕр май çук. Çĕр çинче тар тăкакан выçă ларнине курнă-и эсир? Чăнах та ĕнтĕ, "санкцисем" текен ăнлавсем кулленхи пурнăçа кĕрсе пынă май çапла каланине те илтме тỹр килнĕччĕ: "Çĕр улмийĕ аван пулчĕ, пахча çимĕçне те тăварласа та, маринадласа та хутăм. Мĕн ĕнтĕ, пире хĕл каçасси, тинĕс леш енчи çимĕçшĕн ытти çулсенче те çунсах кайман." Çĕр-аннемĕр хур курать Ан ỹркен кăна, пĕчĕк пĕр лаптăкĕ çинчех хĕл каçмалăх пахча çимĕç ним мар туса илейĕн. Пурнăç тăршшĕпех тав тумалла пек пире тăрантаракан Çĕр-аннемĕре. Çук çав, ăна хур тунă тĕслĕх çине-çинех тупăнса тăрать. Сиен калăпăшне укçа çине куçарсан вара, пин-пин кăна мар, миллион-миллион тенкĕ пулса каять. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем административлă тĕпчевсем ирттернĕ май 5 лаптăк уйрăмах вăйлă сиенленнине тупса палăртнă. Чи япăххи кунта, çын "аллине" пула вĕсем шар курнă. Е çỹп-çап е тата тислĕк пăрахса-тăкса тултарнă е пулăхлă тăпрана вĕтĕ чулпа, хăйăрпа тата тăмпа хутăштарса пĕтернĕ. Шарт! кайса лармалла: сиенлĕх - 348 миллион тенкĕлĕх. Сиенлĕх шайне РФ Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви 2010 çулта çирĕплетнĕ ятарлă меслетпе шутласа кăлараççĕ).
Тислĕк çапăçтарать! Акă Патăрьел районĕнчи тĕслĕхе илер. Именкасси ял çыннисен çырăвĕ инспекторсене тĕрĕслев ирттерме хистерĕ. Вырăнти фермер тĕлĕшпе кăмăлсăрланть халăх. Унччен ачасем вылянă уçланкă кашни кун тислĕк пăрахнипе шурлăха çаврăнать иккен. Çав вырăн хĕсĕнсе çитсен унччен ферма пулнă тĕле тиевлĕ тракторсем хутлама пуçланă. Тислĕкпе пĕрле пуснă выльăх юлашкийĕсене те çавăнтах ывăтать иккен. Сăмсана çуракан шăршăшăн та тарăхаççĕ-мĕн унта. Чăнах та, çырура çырса кăтартнă самантсем çивĕч ыйтăва çаврăннă. Шăршăран ытла тислĕк айĕнчи çĕр юрăхсăра тухса пынине лаборатори тĕпчевĕсем те çирĕплетнĕ. Асăннă лаптăксенчен илнĕ пробăсенчен пĕринче цинк виçи темиçе хут пысăкрах пулнă.
Тăмпа хутăштарса янă çĕр çинче мĕн ỹсĕ-ши? Куславкка районĕнче вара харăсах 3 хуçалăх çĕрĕсем шар курнă. Тутарстанри пĕр предприяти тимĕр пăрăхсем кăларнă. Анчах та траншейăсене йĕркеллĕ хупса аппаланман. Вырăн-вырăнпа тарăн путăксем тăрса юлнă. Çитменнине, пулăхлă сий сая кайнă тесен те юрать. Ăна демонтаж ĕçĕсене пуçличчен уйрăм вырăна купаласа хумалла пулнă. Анчах çакăн валли ĕçе пурнăçлакан подрядчикăн вăхăт тупăнман-тăр. Капла мĕн патне пырса тухнă-ха: лайăх тăпра тăмпа хутăшса кайнă. Тăм çинче вара лайăх пахча çимĕç пуласси çав тери иккĕленỹллĕ. Шăтăклă-путăклă тăратса хăварнă вырăнсенчен илнĕ çĕре лабораторире тĕпчеттернĕ. Чăнах та, органика япалисем (гумус) те, кали те, нитратлă азот та чакнă. Фосфор вара вырăн-вырăнпа нумайрах та пулнă. Çакă паха тăпра тăмпа вăйлах хутăшса кайнине çирĕплетет. Темиçе çухрăма тăсăлакан пĕр лаптăка сиен кỹнине 21 миллион ытла тенкĕлĕх хакланă, теприне - 5 миллион ытла. Пахча çимĕç вырăнне - автокран, трактор, заправка Комсомольски районĕнче те самай пысăк лаптăка хур кăтартнă: 1 миллион ытла тенкĕлĕх. Администраци пĕр усламçа 49 çуллăха ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр арендăна панă. Анчах 0,5 гектарпа хăй пĕлнĕ пек усă курма шут тытнă çакскер. Йĕри тавралла тимĕр карта тытнă, шалта вара автокран, трактор, заправка вырнаçтарнă. Тĕрĕслев пулнă самантра унта хуралтă таврашĕ те пулнă, ангар тума пуçланă. 0,11 гектар çинче хăйăр та, вĕтĕ чул та, кирпĕч те, тимĕр пăрăхсем те выртнă. Аренда килĕшĕвĕнче вара автостоянка йышши япала йĕркелесси пирки сăмах та пулман. Çак лаптăкри тăпрана сиен кỹни 1 миллион тенкĕпе танлашнă. Сиенлĕх - 320 миллион тенкĕлĕх! Пуринчен ытла Шупашкар районĕнче вырнаçнă самай пысăк пĕр лаптăк сиенленнĕ. Шĕнерпуç ял тăрăхĕнче пысăк пĕр общество арендăна илнĕ вун-вун гектар çĕр пахалăхне лабораторире тĕпченĕ. Хăш-пĕр вырăнта цинк калăпăшĕ 4 хут та пысăкрах иккен, пăрăх - 1,28. Пулăхлă тăпрана йывăр металсемпе вараланасран ним те туманшăн явап тытма тивет, сиенлĕхе мĕнле пĕтересси пирки те пуç ватма тивĕ унта. Сиенлĕхе ятарлă меслетпе палăртнă тăрăх - 320 миллион тенкĕлĕх! Сысна фермисен çывăхçнчи çĕрсем уйрăмах шар курнă Çỹлерех асăннă тĕслĕхсене инспекторсем кăçал уçăмлатнă. Пĕлтĕр те кунашкал киревсĕр пулăмсемпе кĕрешме тиврĕ управлени ĕçченĕсен. Уйрăмах, сысна фермисен çывăхĕнчи çĕрсене тĕрĕслемелли çинчен калакан Россельхознадзорăн (Мускав) приказне пурнăçланă хыççăн. Ун чухне нумай çĕрте тислĕк тăкнă çĕрсем йывăр металсемпе сиенленни палăрчĕ. Куславкка, Йĕпреç, Елчĕк, Элĕк тата ытти районсенчи хуçалăхсен çакна пĕтерме тиврех. Пулăхлă сий сарса тата акса Калас пулать, хуçалăхсем хăйсен вăйĕпе сиенлĕхе саплаштарма тăрăшни сисĕнет. Тĕрĕсрех каласан юхăнтарса янă лаптăксене рекультивацилесе (çĕре танлаштарнă хыççăн унта пулăхлă сий сарса тата акса) малашне унпа усă курмалла тăвасси. Пĕлтĕр, сăмахран, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕр усламçă 318,4 пин тенке сиене хăй вăйĕпе пĕтернĕ. Унта "Хула сучĕ" хулаш" археологи эткерĕн лаптăкне çав тери чавса пĕтерни чан çапма хистенĕччĕ. Виçĕ тĕлте пулăхлă тăпра пачах та юлман. 25 сантиметр хулăнăш паха сий çĕр ĕçĕсем ирттернĕ май тăмпа хушăнса пĕтнĕ. Пĕтĕмпе 1337 тăваткал метр çинчи паха сий сая кайни пирки каласа панăччĕ патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн патшалăх инспекторĕ А.Андреев. Халĕ унта малтанхи пек тееймĕн, çавах та усламçă асăрхаттарусене шута илни курăнать, çитменлĕхсене çỹлтерех асăннă меслетпе усă курса пĕтернĕ тесен те юрать. Паллах, ку савăнтарать. Анчах та халăхра: "Сиплениччен асăрханасси йỹне ларать," - тесе ахальтен каламан. Çĕрпе çыхăннă ĕç-пуç çивĕч ыйтăва çаврăнни яланах пысăк тăкакпа вĕçленет.
Н. Васильева, Россельхознадзор управленийĕн специалисчĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"