Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ

25 октября 2014 г.

Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе сахал мар ĕç туса ирттерет. Чăваш Республикин 2011 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнчи саккунĕпе килĕшỹллĕн 18 çула çитмен виçĕ е унтан та ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене çĕр лаптăкне харпăрлăха тỹлевсĕр параççĕ. Паянхи кун тĕлне районта ун пек çемьесем - 319. Нумай ачаллă çемьесен çĕр лаптăкĕ илес тесен вырăнти хăй тытăмлăх администрацине е патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхĕсем паракан нумай функциллĕ центра кайса черете тăмалла.

Хальхи вăхăтра районта нумай ачаллă 86 çемье учетра тăрать, вĕсенчен 54-шне 141394 тăваткал метр тỹлевсĕр çĕр уйăрса панă. 8 çемье (8835 тăваткал метр) уйрăм çурт-йĕр тума, 46 çемье (133594 тăваткал метр) хушма хуçалăх йĕркелеме илнĕ. 46 çемьерен 26-шĕ (93022 тăваткал метр) уйра ял хуçалăх культурисем туса илме, 20 çемье (40572 тăваткал метр) кил çумĕнчи хушма хуçалăха аталантарма кăмăл тунă.

Хальлĕхе 52 çемье патшалăх уйăрнă çĕр лаптăкне харпăрлăх правине илнĕ.

Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенче учета илнĕ çемьесен хисепĕ чи пысăкки.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика