Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр лаптăкĕсемпе туллин усă курмалла

15 октября 2014 г.

Иртнĕ тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, районти организацисемпе предприятисен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова районăн пĕрлештернĕ бюджетне 9 уйăхра мĕнле пурнăçлани пирки чарăнса тăнă.

Район бюджечĕ тупăшсем енĕпе 216016 пин тенкĕпе, тăкаксем енĕпе 218471 пин тенкĕпе танлашнă. Бюджетăн 24,2 процентне хамăр патăмăрта пухнă тупăш йышăнать. Çакă иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2,2 процент ытларах.

Г.Анисимова, тăкаксене хакланă май, район шайĕнче йышăннă 12 программăна пурнăçлама мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кайнине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи М.Павлова пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене шута илессипе ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ.

Хальхи вăхăтра ĕçлев ушкăнĕсем 65 лаптăка тĕпченĕ, вĕсенчен 64-шĕ пушă выртнине палăртнă. Вĕсенчен 2-шĕ муниципалитет, 10-шĕ çынсен харпăрлăхĕнче пулнă. 32 лаптăкăн хуçисем пачах çук. Çавăнпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилессине хăвăртлатма кирлине палăртрĕ.

Н.Миллин Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ĕçлĕ визитпа района килсе кайнине пĕтĕмлетрĕ. Вăл Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне Л.Кошкина хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пынăшăн тав турĕ.

Канашлура район пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика